Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç тума сывлăх кирлĕ

Ĕç тума сывлăх кирлĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттерчĕ.

Иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май, Леонард Васильевич малтан пĕлтерĕшлĕ тата асра юлма тивĕçлĕ пулăм пирки чарăнса тăчĕ: АПК ĕçченĕсен республикăри уявĕнчен пирĕн район делегацийĕ сумлă наградăсемпе таврăннă. Пĕр чыславра харăс 5 Диплома тивĕçни сайра пулать… Производствăра малта пыракансен тепĕр ушкăнне çитес эрнере иртекен районти уявра чыслама палăртаççĕ.

Тутарстанри «РегионСтрой» ООО айăпне пула иртнĕ çул «мăкланнă» ĕçе – Елчĕк шкулĕ çывăхĕнче стадион-площадка тăвассине тепĕр хут вăйпа пикенсе парăнтарнă. Çакна иртнĕ эрнере районта пулса курнă РФ Физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров та хăй куçĕпе курса ĕненнĕ. Панă сăмаха «çилпе вĕçтерменшĕн» район администрацийĕн пуçлăхĕ «ДПМК «Яльчикское» ООО коллективĕ ячĕпе тав сăмахĕ каларĕ. 6 çухрăм инçĕшне тăсăлакан Яманчÿрелне илсе çитерекен республика пĕлтерĕшлĕ çула та асфальт сарса пĕтернĕ. Малтанхипе танлаштарсан, халĕ çăмăл автомашинăпа çула тухсан кунта хăш вăхăтра çитсе тăнине те сиссе юлаймăн. Унсăр пуçне, районти çул-йĕр çинчи хăш-пĕр ĕçсене те сивĕсем пуçланиччен вĕçлеме ĕлкĕрнĕ. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне йĕркелесе ирттерессипе те Елчĕк районĕ лайăххисен ретĕнче пулни çирĕпленет. Çакăн пирки республика шайĕнче иртнĕ видеоконференцире палăртнă.

…Кирек хăш ĕçре вăй хума та çирĕп сывлăх кирлĕ. Ахальтен мар: «Сывлăх – чи хаклă тупра», – тетпĕр. Пандеми алхаснă вăхăтра, пушшех, тăтăш сывлăхшăн кĕл тăваççĕ пурте. «Хĕрлĕ зонăра» сипленекен çынсене хавхалантарас тĕллевпе Çĕрпÿ районĕн тĕп больницин стационарĕ умне «ВЫЗДОРАВЛИВАЙТЕ» арт-объект вырнаçтарни те çакна çирĕплетет.

Коронавирус сарăлассипе çыхăннă лару-тăрăва май пур таран çăмăллатас тĕллевпе йĕркеленĕ логдаун вăхăтĕнче, район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин палăртнă тăрăх, мобильлĕ ушкăн право хуралĕн, Роспотребнадзор специалисчĕсемпе пĕрле рейдсене тухнă. Обществăлла апатлану предприятийĕсенче, чи кирлĕ таварсене сутакан лавккасенче сыхлăх мерисене пăхăнса ĕçленине /малтанхи вăхăтри пек сăмса-çăвара маскăпа хупланине, дезинфекци хатĕрĕсемпе усă курнине анчах мар, потребитель рынокĕнче ĕçлекенсем вакцинаци витĕр тухнине, лавккасенче клиентсене QR-кодпа йышăнса ĕçлетермелли йĕркене мĕнле пăхăнса ĕçленине тĕрĕсленĕ. Тупса палăртнă çитменлĕхсен тĕлĕшпе 6 протокол çырнă. Çак эрнере те пĕр харăс 8 оперушкăн тĕрĕслеве тухнă.

Районти тĕп больницăри тĕп тухтăр Надежда Уркова палăртнă тăрăх, чару мерисене йышăннăранпа районта прививка тутаракансен хисепĕ ÿснĕ. Çапла майпа ноябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне вакцинăн пĕрремĕш компоненчĕпе 5940 çынна /51,1 процент/, иккĕмĕш компонентпа 4978 çынна /43,1 процент/ прививка тунă. Хăрушă чир ытларах ватă çынсене ураран ÿкернине пĕлетпĕр. Çакна шута илсен, вĕсен тĕлĕшпе тата тимлĕрех пулма кирли паллă. Вакцинаци туни анчах чирлесен те ăна çăмăлрах ирттерме пулăшĕ. Хальлĕхе вара Елчĕк районĕнче 60 çултан аслăрах 2600 çын /46,4 процент/ анчах прививка тутарнă.

Пурĕ 375 çын ревакцинаци витĕр тухнă.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code