Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пуçлăхсене çирĕплетнĕ

Пуçлăхсене çирĕплетнĕ

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вырăнти ыйтусене халăхпа тачă çыхăнса татса парассинче пысăк вăй пулса тăраççĕ.

Федерацин 2003 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнчи 131 номерлĕ «Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен», Чăваш Республикин 2004 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнчи 19 номерлĕ «Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен» саккунĕсемпе килĕшÿллĕн районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çирĕплетнĕ: Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма Валерий Зинонович Афанасьева, Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче – Василиса Васильевна Сапожниковăна, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче – Валерий Владимирович Петрова, Тăрăм ял тăрăхĕнче – Алексей Владимирович Трофимова, Курнавăш ял тăрăхĕнче – Алексей Герасимович Мартышкина, Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче – Светлана Валерьевна Ермаковăна.

Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче конкурс иртмен тесе йышăннă, мĕншĕн тесен заявленисем пулман. Çитес конкурс кунта ноябрĕн 16-мĕшĕнче иртĕ.

Суйланнă ертÿçĕсене умри тĕллевсене çĕнĕ вăйпа пурнăçласа пыма ăнăçусем сунатпăр.

Умра хула тата район администрацийĕн пуçлăхĕсен суйлавĕ. Кирек хăш суйлавра та халăх шухăшĕ тĕп вырăнта. Граждансем хăйсен интересĕсене хÿтĕлеме район тата хула депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсене суйлаççĕ. Депутатсем вара хуласен тата районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсене суйлаççĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code