Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Пурнăç» мультимеди куравĕ

«Пурнăç» мультимеди куравĕ

Чăваш оперăпа балет театрĕнче 2020 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 6-мĕшĕччен «Пурнăç» ятпа мультимеди куравĕ ĕçлет.

Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халаллаççĕ. Çак выставка Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне халалланă мероприятисен ярăмне уçать.

Аса илтеретпĕр, 2021 çул республика Пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре шăпах çак ятпа иртĕ.

Мультимеди куравĕн уйрăм пайĕ вăрçă вăхăтĕнче ентешĕмĕрсен тылри паттăрлăхне кăтартса парать. Вăйлă тĕлĕнтермĕшсем çынна хÿтлĕх чиккинче туйма та май параççĕ.

Октябрĕн 29-30-мĕшĕсенче тата ноябрĕн 2,3, 5-мĕшĕсенче кунта шкул ачисем килсе курма пултараççĕ. Паллах, коронавирусран асăрханса Роспотребнадзор сĕнĕвĕсене пăхăнмалла пулать. Октябрĕн 31-мĕшĕнче тата ноябрĕн 1, 4-мĕшĕсенче 11 сехетрен пуçласа 18 сехетчен республикăра пурăнакан ытти çынсем те куравпа паллашĕç. Тÿлевсĕрех кĕртеççĕ. Маларах 8/953/010-00-41 номерпе шăнкăравласа çырăнмалла. Куракансене 10 çынран каярах тăракан ушкăнпа кĕртеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code