Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малашлăха ыррăн тинкерекен

Малашлăха ыррăн тинкерекен

Хăва хулли пек яштака, пăрчăкан евĕр вăр-вар, кĕмĕл сасăллă, чĕвĕл чĕкеç чĕлхеллĕ Зинаида Кантеевăпа пĕрре курса паллашсан ĕмĕрлĕхе туслашатăн.

Ваттипе ватă пек, çамрăкпа çамрăк пек вăл. 30 çул ытла культурăра тăрăшнă Зинаида Зиноновна. Вăл ертсе пынă культура çурчĕ тăван тăрăхра кăна мар, Чăваш Енре чи лайăххисен йышĕнче тăнă. Астăватăп-ха, иртнĕ ĕмĕрте çак клуба ĕçлĕ комиссипе килнине. Темиçе çул хутăнман, сивĕ, тĕксĕм, кантăкĕсем ваннă хуçасăр çурт. Самана таппипе ял тăрăхĕ, район администрацийĕ пулăшнипе, ертÿçĕ хастарлăхĕпе культура çурчĕ çĕнелчĕ, илемленчĕ. Краснодар тăрăхĕнчен килнĕ культура ĕçченĕсем те пысăк хак парса хăварчĕç ун чухне.

…Ылтăн кĕркунне çут тĕнчене килнĕ Зинаида. Аслă Елчĕкри Кантеевсен çемйинчи иккĕмĕш ача. Хĕр ача çуралнăшăн çемье пуçĕ питĕ хĕпĕртенĕ, алăран яман тĕпренчĕкне.

– Ку пире пăхаканĕ пулать, чăкăт пек шурă ÿтлĕ, сарă çÿçлĕ, çутă кăвак куçлă хĕр пĕрчи, – куçĕсене илмен ун çинчен Зинон пичче.

Вăл йывăр чире пула Зина тăватă çул тултарсанах, 30 çултах çĕре кĕнĕ. Виçĕ ачапа тăрса юлнă Лида аппа.

Хĕр ача мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ. Шкулта лайăх вĕреннĕ. Хăйне евĕр пултарулăх тапса тăнă унра, ачаллах пĕр вырăнта ларса тăма пĕлмен. Шкулта та хăй йĕри-тавра тантăшĕсене пуçтарса концерт кăтартнă, клуб сцени çинче спектакль лартнă, культура çурчĕ çумĕнчи вокалпа инструмент ансамбльне юрлама çÿренĕ. Юрра-ташша маçтăр Зинаида, сăмах ăсти те. Мĕн ачаран çунатланнă ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тесе аттестат илнĕ хыççăнах артиста вĕренме кайнă. Экзаменăн пĕрремĕш тапхăрне ăнăçлă тытнă хĕр. Комисси членĕсем çурăмран лăпкасах Шупашкара пыма чĕннĕ пултаруллă пикене. Хаваслă кăмăл-туйăмпа ырă хыпара çийĕнчех амăшне пĕлтернĕ хĕр.

– Артист пулма çуратнă-им сана? Ялта пире пăхаканни кам пулĕ вара? – куçран пăхса хыттăнах каланă амăшĕ.

Чи хаклă та çывăх çыннин сăмахĕнчен иртеймен хĕр. Çав çулхине ытти аслă шкулсене те вĕренме каяйман, ялах юлнă. Район центрĕнчи «Солнышко» садике чашăк-тирĕк çума вырнаçнă. Пĕр уйăхранах ăна повар пулăшуçине куçарнă. Тепĕр çур çултан аслă поварта ĕçлеме пуçланă. Воспитательсем отпуска кайсан вĕсене улăштарнă пултаруллă пике.

Зинаида Зиноновна ĕçшĕн хыпса çунакан çын. 1984 çулта ăна Ленин ячĕллĕ колхозри комсомол комитечĕн секретарьне суйлаççĕ. Ялта тĕрлĕрен конкурссем, фестивальсем, ăмăртусем йĕркелет вăл. Хăй те вĕсемпе пĕрле хутшăнать. Спортпа туслашать. Районтисенчен çеç мар, республикăра иртекен ăмăртусенчен те юлман. 1987 çулта районта «Чи лайăх спортсмен» ята илет. 1984 çулта çамрăк мăшăрсене çырăнтарас тĕлĕшпе ирттернĕ республикăри конкурсра Зинаида Кантеева 1-мĕш вырăна тухать.

Пурнăç çулĕ культура çуртне илсе çитерсен малтан худрукра, унтан директорта тăрăшать. Вăл пĕрле ĕçленĕ Зинаида Карамаликова библиотекаре ырăпа аса илет. Иккĕшĕ çурта тирпейлĕ тытса тăрас тесе тăтăшах юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Хĕрарăмсем культура çуртĕнчи пĕр пÿлĕмĕн стенине ватса, кирпĕч хурса газ котельнăйĕ тунине ăçтан манайăн. Каярахпа Светлана Карамаликова хореограф шкул ачисем валли ташă кружокĕ уçсан культура керменĕ тата палăрнă. Зинаида Зиноновна ертсе пынипе «Сăрнай» фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ, драма кружокĕ ĕçлеме пуçланă. «Сăрнайсем» районта кăна мар, республикăри смотр-конкурссенче пĕрре мар пултарулăхĕпе паллаштарнă.

Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн панă наградăсем нумай З.Кантееван. 1998, 1999, 2010, 2014 çулсенче «Лайăх ĕçлекен клуб», 1997, 2000, 2007, 2010, 2014 çулсенче «Районти чи лайăх культура ĕçченĕ» ятсене тивĕçнĕ. 2016 çулта ăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят панă.

Тăрăшуллăскер 1997 çулта çĕр лаптăкĕ илсе çĕнĕ пÿрт лартнă. Хĕрĕнчен амăшĕ те юлман. Çăмăл пулман ăна. Кирпĕчне те турттарнă, вăрманне те кайнă. Кашни çулах 10-шар сысна усранă. Çĕр çинче ĕçлеме юратнă вăл мĕн ачаран.

Пахчара чечек нумай ÿстерет. 1 гектар ытла çĕр çинче çĕрулми, сухан, кишĕр, севок, хĕрлĕ кăшман, сухан вăрри, ыхра лартса илсе тенкĕ çумне тенкĕ кĕртет çемье кассине. Ыйхă мĕнне пĕлменскер кунне 3-4 сехет çывăрнипех çырлахать.

Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та ахаль лараймасть харсăрскер. Ултă теçетке çула хыçа хăварнă ĕç ветеранĕ паян амăшĕпе, 85 çулхи Лидия Григорьевнăпа тата пĕчĕк хĕрĕпе Катьăпа кун ирттерет. Пĕрремĕш класа каякан хĕр пĕрчи кукамăшĕпе амăшĕн телейĕ, савăнăçĕ.

Пурнăç малаллах шăвать. Турă панă вăй-хăвачĕпе, хăйĕн чун ăшшипе, йăл куллипе малашлăха тинкерет мал ĕмĕтлĕ Зинаида Зиноновна.

– Эпĕ малашлăха яланах ыррăн пăхатăп, тăтăшах малалла талпăнатăп, – тет вăл.

Капмар та пысăк кил-çурт алăкĕ тăванĕсемпе тус-тантăшĕсем валли яланах уçă унăн.

Л.ЗАЙЦЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: З.Кантеева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code