Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ятарлă сервис урлă

Ятарлă сервис урлă

Халăх фрончĕ «РАДАР.НФ» ятарлă сервиспа усă курма чĕнсе калани пирки илтрĕм. Тĕплĕнрех ăнлантарса памăр-ши?

Н.Громов.

— Кунта сăмах Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн «Радар.НФ» мобильлĕ приложенийĕ пирки пырать. Унпа тỹпере е ытти вырăнта иккĕлентерекен объектсене асăрхасан вĕсене палăртма усă кураççĕ. Енчен те эсир иккĕлентерекен объектсем — пилотсăр вĕçев аппарачĕ, ракета, взрыв сирпĕнни, иккĕлентерекен шанман çынсен ушкăнĕ — курсан, телефона çав енне тытса мĕн курнине ỹкерсе илетĕр. Пилотсăр вĕçев аппаратсем чĕмсĕр, çавăнпа та хăвăр мĕнле объекта курнине уйăрса илеймерĕр пулсан «пĕлместĕп» («не знаю») текен пускăч (кнопка) çине, малалла «пĕлтерĕр» («сообщить») çине пусмалла. Сирĕн сигнал çийĕнчех тĕрĕслекен тата малалла мĕн тумаллине палăртакан яваплă федераллă службăсем патне çитет. Хыпара ярса панă чухне сеть çухалсан, система хăех сигнала шута илет, каярах телефон çинче сеть пулсан информацине кирлĕ çĕре илсе çитерет. Çавăн пекех приложени иккĕленỹллĕ объекта ỹкернĕ сăн ỹкерчĕксене тата ун çинчен çырса кăтартнине ярса пама май парать. Объект çинчен пĕлтернĕ хыççăн васкавлă службăна 112 номерпе шăнкăравлама ан манăр. Халăх фрончĕн кибердружинипе çыхăну йĕркелĕр. Вăл çынсем хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленĕ пĕрлĕх шутланать. Унти хастарсем Раççей гражданĕсене информаци хăрушлăхĕнчен сыхлаççĕ. «РАДАР.НФ» приложенин ссылки: https://onf?ru/radar.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code