Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Проектсем пурнăçланаççĕ

Проектсем пурнăçланаççĕ

Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн XXVII-мĕш конференцине хутшăннă пирĕн районти делегацие «Единая Россия» партин Генеральнăй Канашĕн членĕ Николай Миллин ертсе пынă.

Партин малтанхи секретарĕ Валерий Филимонов Республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин çумĕ пулма суйланнăран унăн полномочийĕсене вăхăт çитичченех вĕçлеме тивнĕ, çавна май парти членĕсем секретарь пулма «Единая Россия» партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн секретарĕн проект ĕçĕ-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен çумне Юрий Кислова суйланă. Ăнах конференци председателĕ пулма шаннă.

Кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйтупа – «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн 2018 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен – Валерий Филимонов тата Юрий Кислов каласа кăтартнă. Çак çулсенче парти çĕршыври чи пысăк политика вăйĕ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн шанчăклă тĕревĕ пулса тăнă. Ÿсĕмсем, пурнăçланă ĕçсем сахал мар. Сăмах май, регионта çемье, амăшĕн институчĕсем вăй илсе пынине палăртма кăмăллă. Парти членĕсем Раççей Федерацийĕн Президенчĕн тата ытти суйлавсене хатĕрленсе ирттерес ĕçре витĕмлĕ вăй пулса тăраççĕ, РФ Президенчĕн Çырăвне пурнăçа кĕртес енĕпе пысăк тăрăшулăхпа палăраççĕ. Кăçал Пенси тытăмĕнче пулса иртекен улшăнусем пирки халăх хушшинче ăнлантару калаçăвĕсем йĕркелес енĕпе сахал мар ĕç пурнăçланă.

Чăваш Енре парти проекчĕсем ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Вĕсен шутĕнче: «Хула хутлăхĕ», «Çуралнă тăрăхăн культури», «Ача-пăча спорчĕ», «Халăх контролĕ», «Сывă малашлăх» тата ытти те.

Конференцие хутшăннисем «Единая Россия» партин XVIII съездне хутшăнма делегатсем суйланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code