Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паллă спортсмена асăнса

Паллă спортсмена асăнса

Аслă Пăла Тимешри культура çуртĕнче йывăр атлетикăн Чăваш Республикин чемпионне тата рекордсменне, СССР спорт мастерне И.П.Портнова асăнса ирттерекен йăлана кĕнĕ районти уçă турнира Елчĕк, Патăрьел, Вăрнар районĕсенчи тата Улатăр хулинчи сакăр команда, 75 спортсмен хутшăннă.

Спортсменсемпе ăмăртăва курма килнĕ çынсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Л.Левый, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Зайцев, Чăваш Республикинчи йывăр атлетика федерацийĕн президенчĕ, Раççей хисеплĕ тренерĕ Г.Иванов, республикăри йывăр атлетика федерацийĕн вице-президенчĕсем, Пĕтĕм Раççейри, пĕтĕм тĕнчери категориллĕ судьясем Станиславпа Валерьян Ивановсем, районти йывăр атлетика федерацийĕн председателĕ Д.Портнов тата ытти сумлă çынсем, паллă штангистăн юлташĕсем саламланă, пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă Исаак Портновăн спортри ÿсĕмĕсене аса илнĕ, унăн çитĕнĕвĕсем ÿссе пыракан ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăнине палăртнă.

11-мĕш хут иртекен турнирта Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн /тренерĕ В.Марков/ туслă команди пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Аслă Пăла Тимешри «Юман» спорт клубĕпе /тренерĕ А.Портнов/ Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул /тренерĕ А.Портнов/ пайланă.

Аса илтеретпĕр, положенири условисем тăрăх, командăсенчи ăмăртусенче хамăр районти командăсем çеç тупăшнă.

30, 34, 36, 40 килограма çитичченхи виçесенче малти вырăнсене Патăрьелсем çĕнсе илнĕ. 48, 53 килограма çитичченхи виçесенче А.Андреевăна, М.Антоновăна /Елчĕк/ çитекенни пулман. «Юман» спорт клубра пĕрремĕш çитĕнÿсем тунă Ю.Веникова, халĕ Олимп резервĕсен училищинче ăсталăха туптаканскер, 58 кг виçере çĕнтернĕ.

Арçын ачасемпе каччăсем, арçынсем хушшинче те тĕрлĕ виçесенче кĕрешÿсем çивĕч пынă. Хăйсен виçисенче И.Абрамов /Кивĕ Эйпеç/, А.Кисилев /Елчĕк/, Д.Смирнов /Елчĕк/, А.Панкратов /Кивĕ Эйпеç/, А.Овчинников /«Юман»/, А.Никонов /Çĕнĕ Пăва/, Н.Смирнов /Кивĕ Эйпеç/, А.Перцев /Кивĕ Эйпеç/ çĕнтернĕ.

Ăмăртура чи лайăх штангистсене палăртнă, вĕсене хаклă призсемпе чысланă. Çавăн пекех Социализмла Ĕç Геройĕн И.Михайловскин ывăлĕ Василий тата Кивĕ Арланкассинчи В.Богданов тренерсене асăнмалăх парнесем парса чыслама майсем тупни савăнăç кÿрет. Çавăн пекех асăннă ăмăртăва йĕркелеме, ирттерме пулăшнă çемьесем те пысăк хисепе тивĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе, медальсемпе, кубоксемпе тата хаклă призсемпе савăнтарнă.

Е.ПОРТНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре:çĕнтерÿçĕ командăна – кубок.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code