Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сăлтав кунта?!

Сăлтав кунта?!

Хальхи саманара мĕнле кăна уяв çук-ши? Патшалăх тата тĕн праçникĕсем пирки сăмах пымасть кунта.

Пуш уйăхĕн тăватă кунне илер. 5-мĕшĕнче, акă, Степлер çуралнă кун, Пĕтĕм халăхсен ятсăр уявĕ. Малалла: Хĕрарăм кĕпин кунĕ (6-мĕш числинче), Ăшă утиял кунĕ, Уроксене сиктермелли кун (7-мĕшĕнче). Ачасене епле «ăс» параççĕ, курăсăрин.

Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче пĕтĕмпе 13 тĕрлĕ уяв тата ятарлă кун: Пĕтĕм тĕнчери шыв пăрăхĕн кунĕ, Ромеопа Джульетта кунĕ, Тăрă шыв çине кăлармалли кун, Пĕчĕк революци кунĕ… Кусемпе те çырлахăпăр. Коронавирус пандемийĕн кунĕ пурри вара? Чирне пуçараканĕ «праçникне» те хăех шутласа кăларман-ши?

Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче (кунне астумастăп) Алă çумалли кун та пур. Ытти тапхăрта вăл процедурăна тумалла мар-им? Урăхла мĕнле ăнланăн?

Арçынсем: «Эрехĕ пулсан сăлтавĕ тупăнать», — теççĕ. Календарь йĕркине пăхăнсан — кашни кун праçник. Малашне «Сăмсана шăлса илмелли кун» пулсан та тĕлĕнмĕттĕм. Тен, вăл кун та пур?

Н.ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code