Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Чуххăм Ванькка авланать – кай-кай-кай…»

«Чуххăм Ванькка авланать – кай-кай-кай…»

спектакле куртăмăр К.В.Иванов ячĕллĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче.

Икĕ пайлă комеди авторĕ пирĕн ентеш, Шăмалак ялĕнче çуралса ÿснĕ Владислав Николаев пулни чун-чĕрере хавхалану çуратрĕ. Çавăнпа ĕнтĕ кану кунĕнче шурă Шупашкарăмăра çул тытрăмăр.

Владислав Дмитриевич ăста журналист пуласси район хаçатне практикăна килсенех лайăх курăнатчĕ. Унăн пултарулăхĕ çулран-çул ÿссе пырса кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать вăл. Паян тесен паян кăлармалăх пилĕк кĕнекен ал çырăвĕ выртать сунтăхĕнче!

Юлашки çулсенче унăн «Ванюк ĕçе хăнăхать» пьеси тăрăх Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче спектакль лартнă. Çавăн пекех çамрăк çыравçă У.Шекспирăн «Лир патша» трагикомедине чăвашла куçарнă. Чăваш академи драма театрĕнче эпир курнă камитпе «Пихампар чунĕ манра» мюзикл та аншлагпа иртеççĕ. Асăннă театрта А.Пушкин хайлавĕсемпе лартнă «Дон-Жуан – юрату шанчăкне çухатнăскер» спектаклĕн прологне те вăлах çырнă. Çавăн пекех Чăваш патшалăх пукане театрĕнче унăн «Токолоро» пьесипе лартнă спектакле ача-пăчапа ашшĕ-амăшĕ юратса çÿреççĕ.

Владиславăн ĕмĕт-шухăшĕсем çав тери пысăк: вăл пĕр самант та ахаль лармасть, калав-повесть, юптарусемпе сăвăсем, юмахсем, пьесăсем шăрçалать те шăрçалать. Нумаях пулмасть вăл «Çеçпĕл» балет либреттине çырса пĕтерни çинчен пĕлтерчĕ. Паянхи саманара республикăри кашни театртах унăн пьеси-драмисем тăрăх спектакльсем кăтартни пысăк та пархатарлă ĕç. Хальхи вăхăтра чăваш литературинче çамрăк драматургсем пÿрнесене хуçлатса шутламалăх та çук – сахаллăн вĕсем, Владислав вара ку енĕпе палăрнă пĕрремĕш Елчĕк чăвашĕ.

«Чуххăм Ванькка авланать – кай-кай-кай…» спектакль сцена çине пĕрремĕш хут пĕлтĕр ноябрь уйăхĕнче тухнă. Режиссерĕ – ЧР тава тивĕçлĕ артистки Наталия Сергеева. Пьесăри сăнарсене кашни артист ĕненмелле, лайăх вылять. Пурте Чăваш Енри тĕрлĕ хисеплĕ ятсене, премисене çĕнсе илнĕ паллă артистсем. Кунтах Чăваш театрĕн аксакалĕсем – ЧАССР халăх артистки Любовь Федорова, СССР халăх артистки, К.В.Иванов ячĕллĕ ЧАССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççейри театрсен «Ылтăн маска» наци премийĕн лауреачĕ Вера Кузьмина та хутшăнаççĕ. Вĕсене куракан яланах хапăл. Калас пулать, чăвашсем кăна мар, вырăссем те йышлăн килнĕ спектакле. Наушник тăхăнса синхроллă майпа куçарнине итлекенсем те йышлăн пулни курăнчĕ.

Владислав Николаев драматургăн пьесисемпе лартнă спектакльсене кайса курма сĕнетпĕр сире, хаклă вулаканăмăрсем!

Каласа хăвармасăр иртес мар: К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче 102-мĕш сезон уçăлнă. Çĕнĕ сезон Чăваш халăх писателĕн Петр Осиповăн пьеси тăрăх лартнă «Сурхури сăри» спектакльпе пуçланнă. Çак уйăхрах «Пилĕк пăтлă юрату» камитĕн тĕп премьери иртнĕ. Ăна Антон Чеховăн «Чайки» тăрăх лартнă.

В.АЛЕКСЕЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: спектакльте вылякан артистсен пĕр ушкăнĕ авторпа пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code