ăс-хакăл акцине Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ тĕлне çулсерен ирттеретпĕр.
Асăннă акци 10 çул ĕнтĕ çĕршывĕпех пин-пин вулавăша, кĕнеке тусĕсене, волонтерсене пĕрлештерекен мероприяти. Унăн тĕллевĕ — çĕнĕ вулакансене явăçтарасси тата округра пурăнакансен хушшинче вулакансен йышне ỹстересси.
Кăçал «Чупакан кĕнеке» акцине Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн, Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă. Тĕп библиотека ĕçченĕсем урамра иртсе çỹрекенсене çĕршыври тĕрлĕ халăхсен, вĕсен чĕлхи, йăли-йĕрки çинчен ыйтусем парса тĕпченĕ. Тĕрĕс хуравсемшĕн асăнмалăх парнесем, паллах кĕнекесем те, панă.
Çакнашкал хăйне евĕрлĕ акци тавра курăма анлăлатма, вулакансен йышне ỹстерме те пулăшать.
Светлана САЙКИНА,
библиотекарь.

