Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕксем дистантран тухрĕç

Елчĕксем дистантран тухрĕç

Коронавирусăн çĕнĕ штамĕ – омикрон республикăра питĕ хăвăрт сарăлать. Хальхи вăхăтра чирлекенсем хушшинче ачасем нумай пулни те /иртнĕ эрнере, малтанхипе танлаштарсан, вĕсем 5,2 хут ытларах вирус çаклатнă/ çине-çинех çирĕпленет. Ачасен сывлăхне май пур таран сыхлас тĕллевпе çак эрнере те шкулсенче дистанци мелĕпех вĕренеççĕ, тĕрлĕрен мероприятисене ирттерме, çав шутра суту-илÿ центрĕсенче вылямалли пÿлĕмсенчи ĕçе те вăхăтлăха чарма тивет. Çакăн пирки иртнĕ эрнекун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе пулса иртнĕ оперштаб ларăвĕнче те татăклăн палăртрĕç. Пĕр вăхăтрах обществăлла апатлану вырăнĕсенче ушкăнсемпе пухăнса корпоративсемпе банкетсем йĕркелеме те тăхтама тивĕ.

Лару-тăрăва кура хальхи вăхăтра республикăри больницăсем те çĕнĕ йĕркепе ĕçлеççĕ – чирлĕ çынсене талăкĕпех сиплеççĕ.

Чирĕн çĕнĕ штамĕ мĕншĕн ачасене лекет? Инфекционист тухтăрсем ку ыйту çине çапла ăнлантарса параççĕ: ку таранччен ковидпа чирлеменскерсем, прививка тутарман, çавăнпа вирус ытларах вĕсем çумне çулăхать. Тухтăрсем палăртнă тăрăх, коллективлă иммунитет йĕркелес тесен ачасене те вакцинаци тумалла. Республикăра 12-17 çулсенчи ачасене «Спутник М» вакцинăпа прививка тума тытăннă. Райбольницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова февралĕн 4-мĕшĕ тĕлне районта палăртнă çулсенчи 10 ачана вакцинаци тунине пĕлтерчĕ.

Иртнĕ эрнере республикăри 18 муниципалитетри 54 шкулта /пурĕ 201 класс/, çав шутран 159-шĕ коронавируса, 42-шĕ ОРЗ тата ОРВИ чирĕсене пула дистанци мелĕпе вĕреннĕ. Хамăр районпа илсен, Елчĕкри шкулти 32 класс, Çĕнĕ Пăвари, Кушкăри, Кивĕ Эйпеçри, Патреккелти, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи 4 класс та çак шутрахчĕ. Халĕ вĕсенче вĕренÿ процесĕ унчченхи пекех малалла тăсăлать.

ЧР Сывлăх министрĕ Владимир Степанов ачасем чирленин кăтартăвĕсем ÿссе пыни çинчен чарăнса тăнă май çакна та аса илчĕ: 2021 çулта ковидпа 1000-е яхăн ача чирленĕ. Кăçал вара 1 уйăхрах – январьте 300 ытла ача чир çаклатнă. Ялан ушкăнра пулакан шкул ачисемпе студентсем ытларах чирленине шута илнĕ. Йывăр чирлекенсем, стационара лекекенсем хушшинче вара – аслă ÿсĕмри çынсем. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый палăртнă тăрăх, кăçалхи январь уйăхĕнче те районта – 110, февральте – çак вăхăтчен – 26 çын инфекци ертнĕ. Усал чире малалла аталанма чарса лартас тата хăрушлăха сирсе ярас тĕллевпе палăртнă пысăк мероприятисене район шайĕнче те ирттерме чарнă.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев оперштаб ĕçне пĕтĕмлетнĕ май хула, район администрацийĕсен пуçлăхĕсене ача-пăча учрежденийĕсенчи лару-тăру тĕлĕшĕпе уйрăмах тимлĕ пулма кирли çинчен тепĕр хутчен аса илтерчĕ.

/Хамăр инф./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code