Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăмач ялав мăнаçлăх кÿрет пире

Хăмач ялав мăнаçлăх кÿрет пире

Хĕвел тухăç Германире 1945-1994 çулсенче хĕсметре тăнă ветерансен пĕрлешĕвĕн Елчĕкри уйрăмĕн черетлĕ конференцине ветерансем асăннă организацие туса хунăранпа 5 çул çитнине халалларĕç.

Çак тапхăрти ĕçсен калăпăшĕ, чăн та, пысăк. Пĕрлешÿ ветерансен взносĕн укçи-тенкипе анчах тытăнса тăрать пулин те, хамăрăн вăйпа Елчĕкри Тĕп лапамра палăк хăпартса лартрăмăр. Германи çĕршывĕнче службăра пулнă ветерансене халалласа А.Тимофеевпа П.Кузнецов кĕнекесем кăларчĕç /сăмах май, республика шайĕнче çакăн евĕр 5 кĕнеке анчах/. Ветерансене халалласа Елчĕкри краеведени музейĕнче палăк уçни те пысăк пулăм. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр, час-часах тĕл пулусем йĕркелетпĕр. Спорт мероприятийĕсенче те хастар эпир, çакна район, республика шайĕнчи, республика тулашĕнчи мероприятисене хутшăнса çитĕнÿсемпе палăрни лайăх çирĕплетет. Пĕрлешÿ ветерансене пулăшассипе, вĕсен пурнăç ыйтăвĕсене татса парассипе те тимлет.

ГСВГ-ВД ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Михаил Семенов Елчĕкри организацие «Союз ветеранов ГСВГ-ВД. Яльчикское районное отделение» тесе çырнă хĕрлĕ ялав парнелерĕ. Çак пысăк та сумлă парнене пĕрлешĕвĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Н.Павлов чĕркуççи çине тăрса, чуп туса йышăнчĕ.

М.Семеновпа Н.Павлов ертÿçĕсем Ю.Галкин, Л.Григорьев, В.Акимов, В.Мешков, В.Сазонов, В.Ялманов, Ю.Петров, В.Мясников, В.Куприянов, Г.Рыбкин, В.Елизаров, В.Ильин ветерансене медальсем парса хавхалантарчĕç.

Елчĕкри вăтам шкулти кадетсен класĕнче вĕренекенсен концерчĕ чĕресене çемçетрĕ.

Юлашкинчен вĕсем ветерансене асăнса лартнă палăк умне пуçтарăнса чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Владислав САЗОНОВ.
ГСВГ-ВД ветеранĕ,
Кÿлпуç ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code