Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Пĕчĕк тĕпчевçĕ

Пĕчĕк тĕпчевçĕ

Шупашкарта пуçламăш классенче вĕренекенсен хушшинче «Эпĕ – тĕпчевçĕ» республикăри конкурс иртнĕ. Унта 19 районти тата 5 хулари çамрăк тĕпчевçĕсем 452 ĕç тăратнă. Уçăмлă тапхăра 138-шне суйласа илнĕ.

«Чĕрĕ çут çанталăк» секцинче 58 ĕç хушшинче 12 вĕренекенĕн тĕпчев ĕçне экспертсем чи пысăк хак панă. Вăл йышра Шăмалакри тĕп шкулта 1 класра пĕлÿ пухакан Анна Егорова та тупăшма тивĕçлĕ пулнă. Пултарулăх проекчĕсене хÿтĕлессинче вăл çĕнĕ çын мар ĕнтĕ – 4-мĕш çул район чысне хÿтĕленĕ конкурсра. Автор хальхинче «Чей кăмпи – çут çанталăкри тĕлĕнтермĕш» тĕпчев ĕçĕнче кăсăклине презентаци майĕпе туллин паллаштарнă.

Çамрăк тĕпчевçĕ, тен, пулас ăсчах, 3-мĕш вырăна тухса дипломпа медале тата хаклă парнене тивĕçнĕ. Аннăна наука çулĕпе класс ертÿçи Венера Ильина тата амăшĕ Ольга Егорова илсе пыраççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code