Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Хастарсем

Хастарсем

Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен Виктор Райков, Екатерина Колсанова /10-мĕш класс/, Анатолий Нягин /11-мĕш класс/, Тамара Павлова /10-мĕш класс/ вĕренÿре анчах мар, конкурссемпе олимпиадăсенче, спорт ăмăртăвĕсенче, обществăлла ĕçре хастарлăх кăтартаççĕ. Активлăхпа палăрса шкул тата ун тулашĕнчи мероприятисене те хутшăнаççĕ волонтерсем. Виктор Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пуçаруллă çамрăксене паракан стипендине, республика шайĕнчи олимпиадăсенче палăрнă Анатолий ятран паракан стипендине тивĕçнĕ. Екатерина – шкулти «Сывлăх» отряд ертÿçи, Тамара олимпиадăсенче харсăр. Хĕрсем вĕренÿре «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ .

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: вĕренекенсем директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕпе Ольга Кузьминăпа пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code