Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паллă пулăмсем

Паллă пулăмсем

1939 çул

Февраль, 22
Калинин, Октябрьски, Чкалов тата Комсомольски районĕсем йĕркеленнĕ.

Март, 7
Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялне Первомайски ят панă, вăл тин йĕркеленнĕ Первомайски районĕн центрĕ пулса тăнă.

Июнь, 18
Шупашкарта тăхăр республикăн çуллахи спартакиади пуçланнă.

Июль, 17
Улатăрта учительсен институтне уçнă. Вăрçă пуçлансан вăл хупăннă.

Ноябрь, 7
Чăваш тавра пĕлÿ /халĕ — наци/ музейĕн ÿнер искусствин пайĕн никĕсĕ çинче Чăваш патшалăх ÿнер галерейи /халĕ — ÿнер музейĕ/ йĕркеленнĕ.

1940 çул

Январь, 1
«Канаш-Шупашкар» чукун çул ĕçлеме пуçланă, Шупашкар станцийĕ уçăлнă.

Февраль, 11
Куславкка районĕнчи Анат Шуршу каччи Сергей Бутяков танкист Совет-финн вăрçинче паттăррăн çапăçса пуçне хунă. Апрель уйăхĕн 7-мĕшĕнче кĕçĕн лейтенанта Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă.

Февраль, 22
Вăрнар районĕнчи Сталин ячĕллĕ колхоза /Кульцав/ — Ленин, Елчĕк районĕнчи «Новое Ищеряково» колхоза Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕн орденĕсемпе наградăланă.

Октябрь, 23
Чăваш поэзийĕн классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа 50 çул çитнине халалланă курав экспозицийĕн никĕсĕ çинче Литература музейĕ йĕркеленнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code