Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Тимлĕх кирлĕ

РФ Наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем ашшĕ-амăшне тата ачасене Интернет уçлăхĕнче тимлĕ пулма ыйтаççĕ.

Çамрăксем социаллă сетьсенче киревсĕр форумсемпе чатсене хутшăнма пултараççĕ. Рекламăпа питĕ асăрхануллă пулмалла, мĕншĕн тесен вăл хирĕçле те ĕçлет. Уйрăмах ачасемпе тимлĕх ытларах кирлĕ. Вĕсен, темĕн те пĕлме юратаканскерсен, чеелĕхпе тата ултавпа сĕнекен «сиенсĕр» хатĕрсене тутанса пăхас туйăм çуралма пултарать.

Чылайăшĕ наркотик сиенсĕр тесе шухăшлать. «Пĕрре тутанса пăхăп та, чарăнăп», — тет ачасен пысăк пайĕ. Чăннипе вара апла мар. Наркоманирен тĕппипех сывалса çитме çук. Çавăнпах профилактика мероприятийĕсене медицина ĕçченĕсемпе педагогсене явăçтараççĕ Управлени ĕçченĕсем.

Пĕр наркоман çулталăкра вунă çынна наркомани авăрне сĕтĕрсе кĕме пултарать. Ăна вăхăтра сиплемесен, чармасан общество вăй питти çулсенчи миçе çынна çухатма пултарать. Республикăри вĕренỹ учрежденийĕсенче вĕренекенсем наркотиксемпе усă курнине тĕрĕслени, шкулсенче тестсем йĕркелени хăрушлăха чакарма пулăшать.

Ашшĕ-амăшĕ тата педагогсем! Ачасене киревсĕр йăларан асăрхаттарас тесен час-часах çак темăпа калаçусем йĕркелер, наркотикăн сиенне тĕслĕхсемпе çирĕплетсе ăнлантарар.

Ольга КОРОТИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code