Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пушар — хăрушă

Пушар — хăрушă

Вăл никама та хĕрхенмест, ĕмĕрĕпе пухнă пурлăха кĕле çавăрать. Инкекрен сыхланса пирĕн кашнийĕн пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнасчĕ. Пушар вăхăтĕнче «01», «112», «101» номерсемпе шăнкăравламаллине асрах тытар.

Районта паянхи кун пушар вăхăтĕнче шывпа тивĕçтерекен 256 çăл куç шутланать. Вĕсене çулталăкне икĕ хут — çуркунне тата кĕркунне — тĕрĕслетпĕр. Пушар хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă çынсен çăл куçсем тулли те юсавлă пулнине, унта вырнаçтарнă ятарлă паллăсем тивĕçлĕ пулнине асăрхасах тăмалла.

Çулталăк пуçланнăранпа хальхи вăхăт тĕлне кăçал районта 19 (иртнĕ çул та 19) пушар пулнă. «Хĕрлĕ автан» кỹнĕ тăкак 1 миллион та 300 пин тенкĕпе (800 пин тенкĕ ытла) танлашнă. Инкексен вăхăтĕнче пĕр çын вилнĕ, 1 çын аманнă. Чи нумай пушар Елчĕк (6 тĕслĕх) тата Курнавăш (5) ял тăрăхĕсенче пулнă. Вут-çулăм алхаснин тĕп сăлтавĕсем электричество оборудованийĕсем юрăхсăр, кăмака хутнă чух тимлĕхсĕр, вут-çулăмпа асăрханусăр пулнинче. Пĕр тĕслĕхре ача шăрпăкпа вылянă.

Умра — хĕл тапхăрĕ. Çавна май инкекрен асăрханса кăмакасене тĕрĕслер тата юсар. Электричество пралукĕсен юсавлăхĕпе çирĕплĕхне те тĕрĕслени кирлĕ.

В.ГРИГОРЬЕВ, А.САЙКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code