Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Спайс тупнă

Шупашкарти пĕр техникумра пĕрремĕш курсра вĕренекен хĕрĕн явап тытма тивет. Вăл наркотиксен çаврăнăшне хутшăннă.

Следствипе Мускав район сучĕ палăртнă тăрăх, пĕлтĕр ноябрь уйăхĕнче вăл спайссем пытармалли 6 вăрттăн вырăн хатĕрленĕ. Электронлă çыхăну пулăшнипе хăйĕн аллине лекнĕ фольгапа чĕркенĕ хутаçсене вăл çуртсен хутлăхĕнче вырнаçнă ача лапамĕсене пытарнă. Тытса чарнă вăхăтра ун çумĕнче 3 килограмм ытла спайс тупнă.

Суд ăна 5 çуллăха условнăй майпа айăпланă.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code