Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чиртен упранар

Чиртен упранар

Çулсем шултралансах пыраççĕ пулсан та çут çанталăк илемĕпе, пĕлĕшсемпе, тăвансемпе, юратнă ял-йышпа сыв пуллашас килмест-ха. Таçтан сиксе тухрĕ тата коронавирус чирĕ. Никама та хĕрхенмест вăл: ватти-вĕттине те, çамрăккине те. Пĕрне те тиркемест.

Çак амакран упранмалли пĕртен-пĕр мел – вакцинаци тутарни. Чир пуçланнăранпа мĕн чухлĕ çынна çухатрăмăр. Çамрăккисем те сахал мар вилчĕç. Мăшăрĕпех пурнăçран уйрăлнисем те пулчĕç.

Эпĕ пурнăçа питĕ юрататăп. Ку тĕнчерен пĕр уйрăлсан каялла килеймĕн. Çакна тĕпе хурса эпĕ пĕр иккĕленмесĕрех прививка тутартăм. Сана та çапла тума сĕнетĕп, вулаканăм. Халăх хушшинче ку темăпа тĕрлĕ калаçакан, интернетра тĕрлĕ енлĕ çыракан пур. Пустуй сăмахсене пурне те ĕненмелле те мар. Сыхланакана Турă та сыхлать теççĕ. Вакцинаци тутарса сывлăха тата хамăра упрар.

Исония ВОЛКОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Хăвăлçырма ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code