Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çемье хаклăхне упраççĕ

Çемье хаклăхне упраççĕ

Чăваш Республикинчи Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствипе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çулсеренех «Çулталăкри çемье» конкурс ирттересси ырă йăлана кĕнĕ.

Çак кунсенче Вырăс драма театрĕнче республикăри конкурса пĕтĕмлетнĕ. Йăлана кĕнĕ мероприятие çĕршывра коронавирус чирĕ сарăлнине пула видеоçыхăну мелĕпе йĕркеленĕ.

Ăмăртăва кăçал 105 çемье хутшăннă. Финала тухнисене видеоçыхăнупа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата унăн мăшăрĕ, республикăри хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Наталья Алексеевна саламланă.

Пирĕн районтан республикăри тупăшăва Аслă Елчĕкри Филимоновсем хутшăннă. Вĕсем – «Çулталăкри çемье» районти конкурсăн çĕнтерÿçисем. Филимоновсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ЗАГС пайĕн ертÿçи Надежда Баймушкина саламланă, çемьере телей, ăнăçу, ачисене Тăван çĕршыва юрăхлă çынсем ÿстерме суннă.

Çемье пуçĕ, Владимир Валерьевич, «Ростелеком» ПАОра электроçыхăну инженерĕнче тăрăшать. Вăл сывă пурнăç йĕркине кăмăллать, спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнать. Уйрăмах шашка-шахматла, волейболла выляма маçтăр. Пултаруллă ашшĕ ачисене те сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарать, вĕсемшĕн пур енĕпе те ырă тĕслĕх пулса тăрать.

Мăшăрĕ, Татьяна Николаевна, район администрацийĕнче специалист-юрисконсультра ĕçлекенскер, районăн общество пурнăçĕнче уйрăмах активлă. Район, ял тăрăхĕн шайĕнче иртекен культурăпа массăллă фестивальсенче, спорт ăмăртăвĕсенче ăсталăхне кăтартать.

Туслă та тату пурăнакан çемьере виçĕ ача çитĕнет. Дмитрийпе Валерия Аслă Елчĕкри вăтам шкулта вĕренеççĕ. Иккĕшĕ те вĕренÿ отличникĕсем. Спортра та маххă памаççĕ. Кĕçĕнни, Анна, Елчĕкри «Шевле» ача садне çÿрет.

Филимоновсем çемьен йăли-йĕркине упраççĕ, аслă ăрурисене хисепе хураççĕ, килĕштерсе пурăнаççĕ, ачисене çирĕп воспитани, тарăн пĕлÿ парас тесе ăнтăлаççĕ. Çамрăк мăшăр ял çинче ырă ят çĕнсе илнĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Филимоновсене чысланă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code