Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Декабрĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле

Декабрĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле

Выльăхсене хăçанччен маркировка тăваççĕ тата вăл камсене пырса тивет?

П.ПАВЛОВ.

Маркировка тăвасси ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене анчах мар, уйрăм хушма хуçалăхсенчи качака-сурăха та пырса тивет. Раççей Ял хуçалăх министерстви 2023 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнче çак ĕçе 2026 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме хушу кăларнă пулнă. Каярахпа Раççей Правительстви 2025 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕччен вĕçлесси пирки каланă. Маларах сурăх-качака ушкăнĕ тĕлĕшпе пĕр маркировка çирĕплетнĕ пулсан 2025 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен кашни пуç сурăх-качакана маркировка тăвасси çинчен улшăну кĕртнĕ.

2024 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ял хуçалăх организацийĕсенчи мĕнпур мăйракаллă шултăра ĕне выльăха, сыснана, лашана, кайăк-кĕшĕке, 2025 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа уйрăм хушма хуçалăхсенчи пĕтĕм лашана шута илтермелле пулнă. Палăртнă выльăхпа кайăк-кĕшĕк çинчен информацие «Хорриот» платформăна кĕртеççĕ, вăл Россельхознадзорăн «ВетИС» тытăмне кĕрет. Ветеринара чĕнтерсе илсе выльăх-чĕрлĕхе шута илтерменшĕн уйрăм хушма хуçалăхсене штрафлама та пултараççĕ. Россельхознадзортан пĕлтернĕ тăрăх, пĕр уйрăм хуçалăхшăн — 500-1000 тенкĕпе, маркировка тутарман предприятин должноçри çыннишĕн — 3-5 пин тенкĕпе, уйрăм предпринимательшĕн 3-5 пин тенкĕпе танлашать е унăн производствине 60 талăка чарса лартса явап тыттараççĕ. Юридици сăпатне 10-20 пин тенкĕ тỹлеттереççĕ е предприяти ĕçне икĕ уйăхлăха чарса лартаççĕ (10.6 КоАП РФ).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code