Çĕршывра демографи ыйтăвĕ хавшаса пыни куç кĕрет, çавна май патшалăх çамрăксене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парассине вăя кĕртнĕ. Паян ялсенче тĕпленнĕ яш-кĕрĕме вара «чăн-чăн патриотсем» тесе калас килет.
Тип Тимеш ялĕнче пурăнакан Александр Павловăн, хăй палăртнă тăрăх, хулана юлас шухăш нихăçан та пулман. Тăрмăшри тĕп, Елчĕкри вăтам шкулсене пĕтерсен вăл Чăваш ял хуçалăх академийĕнче агронома вĕренет. Хăш-пĕр студент, çакна нумай асăрханă, ашшĕ-амăшĕн ĕнси çине «ларса» аслă пĕлỹ илет те, малалла Мускава е ытти хулана ĕçлеме тухса каять. Диплом çинче кăтартнă специальноçпа мар паллах.
Саша вара пач урăхла. Ултă ачаллă çемьере çуралнăскер вĕренсе пĕтерсен амăшне тĕрев памаллине ăнланнă. Вăл 8 уйăхра чухне ашшĕ, Геннадий Алексеевич, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Амăшĕ, Вера Михайловна, пĕчченех тăратать ачисене ура çине.
Çĕр хуçи
Çемьере чи кĕçĕнни академи пĕтернĕ хыççăн пирваях суту-илỹ тытăмĕнче тимлет. Малалла тỹрремĕн ял çыннин пурнăçне кỹлĕнет: вăкăрсем усрама пуçлать. Пĕр вăхăт вĕсен йышĕ çичĕ пуçа та çитнĕ. Çĕр ĕçĕпе ĕçлес тĕллевпе вăл «Беларусь» трактор, тĕрлĕ агрегат туянма вăй çитерет. Çĕр пайĕсенчен йĕркеленĕ çĕр лаптăкĕ халĕ — 6 гектар. Ĕнтĕ йышлă выльăхпа ăшталанма май çук, мĕншĕн тесен çĕр ĕçĕ ялан тимлĕх ыйтать. Тухăçлă культура туса илес тесен агротехникăн пĕтĕм требованийĕсене пăхăнас пулать. Палăртнă лаптăксенче çĕр хуçи тулă, урпа тата люцерна çитĕнтерет. Хальлĕхе комбайн çук-ха унăн, ку тĕлĕшпе ялти юлташĕсем пулăшаççĕ. Выльăх енчен вара паян икĕ ĕне тытаççĕ Павловсем.
Вĕсене те тимлĕх кирлĕ, çăмăл ĕç мар. Мăшăрĕ, Настя, Елчĕкри «WILDBERRIES» интернет-лавккара ĕçленĕ май каçхине часах таврăнаймасть, ун пек чухне ĕнесене сăвассине амăшĕ хăйĕн çине илет.
Вĕренỹ çулĕ пуçланнă май аслисен ĕç калăпăшĕ тата ỹсет: ачасене ирсерен хатĕрлесе шкула ăсатмалла. Александр Геннадьевич пĕлỹ çуртне вĕсене хăйĕн машинипе леçет. Асли, Карина, 6-мĕш, Дмитрий 5-мĕш классене каяççĕ. Егор пĕлỹ тĕнчине пуçласа кĕнĕ.
Павловсем хăтлăхра, тирпейлĕхре пурăнаççĕ. 38 çулхи çамрăкăн строительство енĕпе те алли-ури пырать çав, çурта тĕпрен çĕнетсе икĕ хутлă тунă, 2 гараж хута янă.
Ял старости
Пултаруллă та хастар çамрăка ертỹлĕх те, ял çыннисем те асăрхамаççĕ мар: ăна Тăрăм ял тăрăхĕн депутатне суйланă. Муниципаллă округсем йĕркеленес умĕн депутатсен полномочийĕсене пĕтерсен те общество ĕçнех кỹлнĕ ăна — ял старостин тивĕçне шанса панă.
— Ял çыннисем пĕр шухăшлă пулнăран хуть те мĕнле мероприятие те пуçăнма шикленместпĕр, — тет Александр. — Субботниксене пысăк йышпа хутшăнатпăр эпир. «Пуçару бюджечĕпе» те сахал мар ĕç пурнăçланать. Иртнĕ çул масар территорийĕнчи пысăк йывăçсене касрăмăр, хыт хураран тасатрăмăр.
Ялти кашни урама чул-хăйăрпа хытарнă çул сарнă, çав шутра масар енне те. Унта каякан çул хĕрринчи тата çĕнĕ масар территорийĕнчи çум курăка А.Павлов хăйĕн техникипе çулса тăрать. Хĕлле унта каякан çула юртан хырса тасатассине те хăйĕн çине илнĕ. Ăпăр-тапăра вăхăтлăх пуçтарса хума контейнер вырнаçтарнă.
Ял çыннисен пуçарăвĕ çине таянсах ача-пăча валли икĕ площадка йĕркеленĕ. Тепĕр çул Сад урамне пĕр çухрăма яхăн асфальт çул сарма проекта кĕртнĕ ĕнтĕ. Александр Геннадьевич спортран аякра тăракан çын мар: академинче вĕреннĕ çулсенче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин патне кире пуканĕ йăтассипе секцине çỹренĕ. Ку енĕпе пĕрремĕш разрядçă вăл. Сывă пурнăç йĕркине аталантарас тĕлĕшпе ялта та тимлет.
Юлташĕсемпе пĕрле Молодежная урамĕнче мини-футбол площадки тунă. Техника таврашĕ çỹремест унта, ачасемшĕн питĕ меллĕ. Вĕсене каçченех вылянине курма пулать халĕ. Маларах Сухая урамĕнче волейбол площадки тунине те ырламалла çеç.
Тип Тимешсен вăйĕ ялпа хула çыхăнăвĕнче лайăх курăнать. Шупашкарта тĕпленнисем çулсерен округра иртекен волейбол турнирĕсенче ял, территори пайĕн чысне хỹтĕлеççĕ. Команда йышĕнче, паллах, ялта пурăнакансене те курма пулать.
— Вырăнта мĕнле те пулин пысăк ĕç пурнăçламалла е мероприяти йĕркелемелле — ытларах хуларисем пуçарупа тухаççĕ, — ырă пулăмсемпе малалла паллаштарать Александр. — Центральная урамра çынсене пуçтарăнма меллĕ пирĕн. Кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансене халалласа лартнă çĕнетнĕ палăк, часавай, Çветтуй Серафим Саровский палăкĕ, ача-пăча площадки пур. «Эпĕ Тип Тимеше юрататăп» стела та кăмăл-туйăма çĕклет.
Асăннă тата ытти курăмлă ĕçсене йĕркелессинче те уйрăмах Юрий Карпов, Виктор Смирнов, Петр Карпов пысăк тỹпе хываççĕ.
Ял çыннисем ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшассинче те айккинче юлмаççĕ. Укçа-тенкĕ, апат-çимĕç е ытти хатĕр пухассине Елена Карпова йĕркелесе пырать. Ялта пуçтарăнса ĕçлеме май çукран çынсем хỹтлĕх сетки хатĕрлеме Тăрăмри культура çуртне çỹреççĕ. Хĕллехи тапхăрта А.Павлов вĕсене унта 2-3 хутчен те хăйĕн автомашинипе турттарнă.
Ыранхи — паянхи çамрăксен аллинче. Вĕсене, уйрăмах пуçарулăх кăтартакансене, куллен хавхалантарса, пулăшса пымалла. Кĕвĕçỹлĕхпе йỹçĕхсе кун ирттерни вара обществăшăн та питĕ сиенлĕ.
Николай МАЛЫШКИН.
Тип Тимеш ялĕ.

