Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Симĕс лаптăксене сыхлăх кирлĕ

Симĕс лаптăксене сыхлăх кирлĕ

ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев вăрманта агротехника мероприятийĕсен тапхăрне пуçличчен ведомство учрежденийĕсен ертÿçисемпе йĕркелесе ирттернĕ селектор канашлăвĕнче республика территорийĕнче йывăç лартассипе, симĕс лаптăксене вут-кăвартан хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Канашлăва пухăннисем кăçалхи çуркуннехи тапхăрта тĕрлĕ майсемпе усă курса 1038 гектар çине тĕрлĕ йывăçсен хунавĕсене лартма, çапла майпа 21,2 гектар лаптăка вăрман фондне тавăрма май килме пултарасса палăртнă.

Пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсем те тĕп вырăнта пулнă. Министерство вут-çулăмпа кĕрешмелли республикăри тата кÿршĕ районсенчи /Мари Эл, Мордва, Тутарстан, Чулхулапа Чĕмпĕр облаçĕсем/ вăрман учрежденийĕсен пĕрлехи планне çирĕплетнĕ. «Газпром трансгаз Чулхула» обществăн Шупашкар тата Йăлăм филиалĕсем пăхса тăракан газ пăрăхĕсене пушартан хÿтĕлемелли тата чрезвычайлă лару-тăрăва сирмелли, Горький чугун çул çулĕпе юнашар вăрмана вут-кăвартан сыхламалли, федерацин «Атăл-Вятскуправтодор» тата «Чувашупрдор» управленисем пăхса тăракан федераци, регион, муниципалитетсен хушшинчи автоçулсен çумĕнчи симĕс лаптăксене вут хыпса илесрен асăрхаттармалли плансене килĕштернĕ. Александр Воробьев пушара хирĕçле мероприятисене 11 учреждени пурнăçланине палăртнă. Вăрмансенче пушар тухассине асăрхаттарас тĕллевпе 154 маршрутпа /пурĕ 5100 çухрăм/ автомашинăсен патруль комплексĕсене куллен кăларса яма хатĕр, тавралăха 20 вышкăран пăхса тăраççĕ.

Канашлура Улатăр вăрманĕнчи 90 гектар лаптăкра «хĕрлĕ автан» алхаснине те тишкернĕ. Пушара сÿнтерме Улатăрпа Кире вăрманлăхĕсен пушарнăйĕсемпе техникине тата 110 çынна явăçтарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code