Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Пĕтĕм условисем пур

Пĕтĕм условисем пур

Владимир ПУТИН,
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ:

— Çынсене хăйсем пурăнакан вырăнта паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелле. Çак тĕллевпе регионсенче модернизацин комплекслă программисем пурнăçланаççĕ, онкологи, ытти йывăр чирсемпе нушаланакансене сиплесси вăйланать.

2019-2023 çулсенче, наци проекчĕсем вăйра тăнă тапхăрта, пирĕн округри сывлăх сыхлавĕнче те палăрăмлă улшăнусем пулса иртрĕç.

Асăннă тапхăрта медицинăн пуçламăш сыпăкне çĕнетмелли программи пулăшнипе аякри ялсенче сиплев учрежденийĕсен строительстви хăвăртланчĕ. Елчĕк муниципалитет округĕнче пилĕк çулта кăна Таяпа Энтри, Вырăскасси, Çĕнĕ Арланкасси, Шуршу, Тăрăм, Кивĕ Эйпеç ялĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем, Аслă Пăла Тимешре врач амбулаторийĕ хута кайрĕ.

ФАП хăйне кура пĕчĕк поликлиника, чирлисене фельдшер кăна мар, терапевт тухтăр та йышăнать. Унта пациентсене тата сывă ачасене йышăнмалли, процедура, гинекологи пỹлĕмĕсем пур. Вĕсене хальхи йышши медицина оборудованийĕсем вырнаçтарнă, ĕç хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Аслă Пăла Тимешри тата 2022 çулта юсаса çĕнетнĕ Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Патреккелĕнчи врач амбулаторийĕсенче вара профилактика тĕрĕслевĕсем, диспансеризаци тухма пулать.

Хамăрăн ĕçре эпир Чăваш Республикин Пуçлăхĕн, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин пулăшăвне те курса тăратпăр. Пирĕн тĕп больницăна наци проекчĕ «ĕçленĕ» тапхăрта 9 тĕрлĕ йышши санитари транспорчĕпе, нумай-нумай оборудованипе (магнитотерапи аппарачĕ, электрокардиограф, дефибриллятор, рентген аппарачĕ…) тивĕçтернĕ. Мобильлĕ медицина комплексĕ пурри те çăмăллăх. Сиплев учрежденийĕ çук инçетри ялсене тухса çỹретпĕр те, çынсем савăнăçне пытармаççĕ: пуçламăш медицинăпа санитари пулăшăвĕ вырăнтах илме пулать-çке. 2020-2023 çулсенче пире санитари авиацийĕпе 4 хутчен усă курма тиврĕ. Çапла майпа тăватă çын пурнăçне çăлса хăвартăмăр.

Çакă та питĕ пĕлтерĕшлĕ: чирсене малтанхи тапхăрта тупса палăртас, вăл е ку чир вăй илме пултарассине уçăмлатас тĕллевпе кашни çыннăн диспансеризаци тухмалла. Тĕллевлĕ медицина тĕрĕслевне сире çирĕплетнĕ медорганизацире тỹлевсĕр тухма пулать — паспорт тата ОМС полисĕ пĕрле пулмалла. Енчен те эсир юлашки 12 уйăхра диспансеризаци шутне кĕрекен мĕнле те пулин анализсем панă е тĕпчевсем тутарнă тăк вĕсен кăтартăвĕсене тĕрĕслев вăхăтĕнче шута илме пултараççĕ.

Пилĕк çуллăхра диспансеризаци пулăшăвĕпе округра 133 çын сахăр диабечĕпе чирлине тупса палăртнă, вăл шутран 68-шĕн (48,9 процент) малтанхи тапхăрти. Çавăн пекех 50 çын (18 çын — 36 процент) усал шыçăпа, 666-шĕ (269 çын — 40,4 процент) чĕрепе чирлени паллă.

Юлашки çулсенче округри тĕп больницăн поликлиникинче те, уйрăмсенче те тивĕçлĕ юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Çутă, хăтлă халĕ. Пĕтĕм условисем пур. Пациентсене хăйсен ĕçне чунтан парăннă, паха опыт пухнă тухтăрсемпе медицина сестрисем йышăнаççĕ.

Пулас специалистсене «Земство тухтăрĕ», «Земство фельдшерĕ» программăсем илĕртме тивĕçлĕ. Вĕсемпе килĕшỹллĕн иртнĕ çул 4 çамрăк сиплевçе хамăрăн йыша илтĕмĕр. Апла пулин те сиплев учрежденийĕсене çĕнĕ вăйсем татах кирлĕ-ха — кĕтетпĕр.

Надежда УРКОВА,
Елчĕкри тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Наталия Борисова рентгенолог тухтăр çĕнĕ аппаратпа усă курать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code