Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çанталăк та сивĕтет…

Çанталăк та сивĕтет…

Апла пулсан хутса ăшăтмалли тапхăр та инçе мар. Асăннă тема район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче ирттернĕ черетлĕ канашлура та пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Унта хутшăннă райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем ку тĕлĕшпе пысăк яваплăхлă пулмаллине палăртрĕ.

Кăçал çулла нихçанхинчен шăрăх тăчĕ те, хĕл мĕнле «парне» хатĕрлессине те пĕлме çук. Çавăнпа котельнăйсене, вĕсенчи оборудованисемпе приборсене йĕркене кĕртессине паян мар, июнь уйăхĕнчех пурнăçламалла пулнă-тăр. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров тухса калаçнă тăрăх, икĕ ял тăрăхĕнче пĕрер сигнализатор юсавсăр. Вĕсене ĕçе кĕртесси иккĕленÿллĕ, çĕнни те йÿнех мар. Çав вăхăтрах «Газпром межрегионгаз Чебоксары» сахал яваплă общество умĕнче те парăмсем пулмалла мар. Сывлăх сыхлавĕ, вĕренÿ, культура тытăмĕсенчи 60 ытла котельнăй, тĕпрен илсен, ăшă пама хатĕр.

Николай Петрович юсавпа строительство ĕçĕсем пирки те чарăнса тăчĕ. Иртнĕ сакăр уйăхра районта виçĕ тăлăх ачана хваттерпе /3170,0 пин тенкĕлĕх/ тивĕçтернĕ, пĕр нумай ачаллă çемьене çурт /3261,5 пин тенкĕлĕх/ туса панă. Ялсенче пĕтĕмпе асăннă тапхăрта 918 тăваткал метр çурт хута кайнă. Сахал ку, паллах. Аслă Таяпа, Тăрăм ял тăрăхĕсенче вара вăл 0 танлашать.

Çул-йĕре хăйăр-чул сарса хытарас тĕлĕшпе 15 объектран 13-шĕнче ĕçсене вĕçленĕ. «Елчĕк-Курнавăш» автоçулăн 2,150 километрне асфальт сарса çĕнетессипе те «ДПМК «Яльчикское» предприяти рабочийĕсем ырми-канми тăрăшнă.

Вырăнти пуçарулăха тĕпе хурса кăçал ялсенче 29 проекта пурнăçа кĕртмелле. Пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен кÿлĕ-пĕвесене тасатасси çеç юлнă. Сумми – 2502,41 пин тенкĕлĕх.

Юлашки вăхăтра ял тăрăхĕсенче кану вырăнĕсем, спортплощадкăсем йĕркелессипе те аван ĕçлени курăнать. Вĕсен «ĕмĕрĕ» вăрăм пуласси кашнин ăнланулăхĕпе тирпейлĕхĕнчен çеç килет…

Сентябрĕн 17,18,19-мĕшĕсенче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлатпăр. Суйлава хатĕрленсе ирттересси пирки хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем кĕске отчет турĕç.

– Халь мĕнле ĕçленин кăтартăвĕ кайран паллă пулать, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнсенче туса ирттерекен ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май.

Çапла, çĕршывăн Тĕп саккунĕнче палăртнă ирĕкпе туллин усă курмалла – суйлава кашнин хутшăнмалла. Тивĕçе эсĕ суйлав участокĕнче çÿлерех асăннă кунсенче 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен пурнăçлама пултаратăн.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code