Округ центрĕнчи культура çуртĕнче çак кунсенче округри шкулсенчи аслă классенче пĕлỹ илекенсем пуçтарăннă.
Республикăри «Паттăрла ĕçсен сассисем» проектпа килĕшỹллĕн Елчĕк тăрăхне ятарлă çар операцийĕн участникĕсем килсе çитнĕ. Чăваш Енри çар комиссариачĕн специалисчĕсем — Дмитрий Осипов гварди майорĕпе Александр Климкин гварди капитанĕ, «Çăлтăр» çар хатĕрленĕвĕн курсĕн инструкторĕ Николай Кудрявцев тата ыттисем Раççей салтакĕсен паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ çинчен каласа панă, патриотла юхăма хастар хутшăнакан педагогсемпе вĕренекенсен пĕр ушкăнне Хисеп хучĕсемпе чысланă. Феодор Кузьмин аслă лейтенантăн амăшне Алевтина Кузьминăна вара «Матери участника СВО» медальпе наградăланă. Округ пуçлăхĕн çумĕ Владимир Николаев мероприятин пĕлтерĕшне пысăка хурса хакланă май, офицерсене округ администрацийĕн Тавĕпе чысланă.
Фойере кашниех СВОра усă куракан çар хатĕрĕсен тĕслĕхĕсемпе паллашма пултарнă.

