Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 900 талăк вилĕмпе юнашар

900 талăк вилĕмпе юнашар

1944 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче Ленинграда 1941 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнчен пынă фашистсен блокадинчен хăтарнă.

900 талăк вилĕмпе пурнăç тытăçнă, вилĕм енче выçлăх тăнă. Ачасем, çамрăксем пурăнма ĕлкĕреймесĕрех ĕмĕрлĕхе куçĕсене хупнă, аслисем шăпа пỹрнĕ кунĕсене пурăнаймасăрах йышлăн вилнĕ, апла пулин те пурнăç çĕнтернĕ. Çакна астуса 1995 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче Раççейĕн Çар мухтавĕн кунне паллă тума йышăннă. Çак кун çар çыннисемшĕн çеç мар, хулари вилĕмрен хăтăлнă кашни çынна, çĕнтерĕве çывхартнă кашни ленинградеца асра тытса 2014 çулта паллă куна урăхларах ят панă: Ленинграда блокадăран хăтарнă кун.

Асăннă кун Ленинград тỹпинче блокадăна пĕтĕмпех сирсе янă ятпа салют çути саланнă. 324 тупăран 24 залп Нева çинчи аслă хула çĕнтернине, 900 талăк тăшманпа вилмеллех çапăçнă фронт-хула çĕнтернине палăртнă.

Вера Инбер поэтесса «Кил-хуçалăх фрончĕ» тенĕ блокадăри Ленинграда. Унăн боецĕсем — хула çыннисем, ачасем, çитĕннисем, ваттисем. Кашни кун вĕсем выçлăха, сивве хирĕç çапăçăва çĕкленнĕ. Халран кайнă çынсем урампа утса пынă çĕртех ỹксе вилнĕ, заводсен цехĕсенче, хутман хваттерсенче йăвана-йăвана кайнă. Гитлеровецсем Ленинграда парăнтаратпăр тесех хупăрласа илнĕ, анчах хула парăнман, чĕрĕ юлса пĕтĕм çĕршывпа пĕрле çĕнтерĕве çывхартнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code