ятпа Елчĕкри культура керменĕнче ачасен пултарулăхĕн фестивалĕ иртнĕ.
Хаваслăхпа тулнă мероприятире вĕренекенсем хăйсен ăсталăхне юрă-ташăра тата ỹнерпе декоративлă прикладнăй искусствăра кăтартнă. Вĕсен тăрăшулăхне дипломсемпе хакланă, çав вăхăтрах никам та пылак çимĕçсĕр юлман.
Фестивале хутшăннисене округ пуçлăхĕ Леонард Левый тата округри чиркỹсен настоятелĕсемпе «Елчĕксен ентешлĕхĕ» обществăлла организаци представителĕсем саламланă.

