Воскресенье, 16 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Яльчики» командăн тренерĕ — Патреккелтен

«Яльчики» командăн тренерĕ — Патреккелтен

«Яльчики» командăн тренерĕ — Патреккелтен

Чăваш Енри пăр дружини — «Яльчики» команда республикăн спорт историйĕнче пĕрремĕш хут КАÇХИ ХОККЕЙ ЛИГИНЕ юратакансен хушшинче Пĕтĕм Раççейри XIII Хоккей Фестивалĕн финалĕнче (Сочи хулинче иртнĕ) чаплă çĕнтерỹ турĕ. Фестивальте команда капитанĕ Дмитрий Петров «Финалăн чи лайăх вăйăçи», дружина тренерĕ тата наставникĕ Евгений Миллин «Чи лайăх тренер» ята тивĕçнĕ. Пирĕн округшăн уйрăмах пысăк савăнăç çак çитĕнỹ, мĕншĕн тесен Е.Миллин — пирĕн ентеш. Вăл Патреккел ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкар хулинче пурăнать. Çак кунсенче тренерпа курса калаçма, тĕрлĕ ыйту çине хурав илме май килчĕ.

Евгений Миллин 1984 çулта çуралнă. Çемьери 4 ачаран 2-мĕш вăл. Женя Юрий Петров тата Борис Клементьев физкультура учителĕсем хăнăхтарса пынипе çамрăкран хоккей вăййине юратса тата выляса ỹснĕ, маларах ял, район командисен йышĕнче тăнă. Каярах 2 çул республикăри «Ледокол» команда йышĕнче вылянă вăл.

— Евгений, команда ячĕ — «Яльчики». Ячĕ чуна ăшăтать. Команда йышĕнче Елчĕксем анчах мар, çапах та мĕншĕн çак ята пама шухăшланă эсĕ ăна?

— Ку командăна эпĕ 2017 çулта хамăн пуçарупа йĕркелерĕм, Елчĕкре пурăнакан тата унта çуралса ỹссе ытти вырăнта тымар янă ентешсене пухрăм йыша. Ушкăна малтанласа пысăк турнирсене хутшăнас тĕллевпе мар, вырăнти тупăшусене явăçтарас енĕпе туса хунă. Вăхăт иртнĕ май лайăх результатсемпе палăрса «Яльчики» хăйне пысăк ăмăртусенче те кăтартма пултарчĕ. Çине-çине çитĕнỹсем туни КАÇХИ ХОККЕЙ ЛИГИНЕ юратакансен Пĕтĕм Раççейри фестивальне хутшăнас ĕмĕт тата çакăн евĕр шухăш çуратрĕ: «Пирĕн команда ыттисенчен мĕнрен кая, пирĕн мĕншĕн хутшăнас мар ку тупăшăва?». «Ледокол» команда йышĕнче вылянă вăхăтра мана асăннă фестивале çитме май пани пирĕн умри çулсене уçрĕ тесен те йăнăш мар — çакă унти лару-тăрупа, вăйă йĕркисемпе тĕплĕн паллашма май пачĕ, çĕнтерес ĕмĕте пурнăçа кĕртсе пыма пулăшрĕ. Асăннă вăййа юратакансен «Шанăç лиги. Пĕчĕк кубок» дивизионра 81 регионти 198 команда шутланать. Çине тăрса хатĕрленме пуçларăмăр. Тренировкăсене çỹрес, вăйă йĕркисене пăхăнас енĕпе дисциплина çирĕп пулни — ăнăçу вăрттăнлăхĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ фестивале хутшăннă чух тренировкăсем ирттернисĕр пуçне документсене тивĕçлĕ хатĕрлесси те пысăк вырăн йышăннине палăртмалла.

Малтанах каçхи лига ăмăртăвĕн республикăри çĕнтерỹçи пулма пултартăмăр, çапах та тĕнчере алхаснă коронавирус чирне пула 2019-2020 çулсенче ирттерме палăртнă фестивале пăрахăçларĕç. Вăхăт малаллах шурĕ, команда йышĕнчи чылай хоккеиста ỹсĕмне тата ытти тĕрлĕ сăлтава пула майĕпен улăштарса пыма тиврĕ. Унăн йышĕнче Елчĕксемпе пĕрле Йĕпреçсем, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулин хастарĕсем выляма пуçларĕç. Çамрăк чух «Сокол», «Спартак» командăсемшĕн тупăшнисем те пур. Хоккей фестивальне хутшăнас ĕмĕт çирĕп упранчĕ.

— Шăпах 5 çул кирлĕ пулчĕ сире ĕмĕтленнĕ кубока çĕнсе илме…

— Çапла. 2021-2022 çулсенче иртнĕ фестивале хутшăнма пултарни пирĕн ăсталăха тата та туптарĕ. Ун чухне эпир Сочи хулинчен 5-мĕш вырăнпа таврăнтăмăр — финалăн 1Ỹ4 пайне çитрĕмĕр. Вăйăсенче 28 команда 7 ушкăна пайланса вылярĕ. Хамăрăн ушкăнра пĕрремĕш вырăна тухса çурма финала лекрĕмĕр. Липецкри «Грин Хилл» командăна — 4:0, Мочалищери «Юшута» — 12:2, Североморскри «К-21»-е — 9:1 шутпа çĕнтерни пысăк çитĕнỹ пулчĕ. Вăййăн 1Ỹ4 пайĕнче Рязаньти «МБ» ушкăна 3:6 шутпа выляса ятăмăр.

Кăçалхи вăйăсем уйрăмах хĕрỹ иртрĕç. Пĕрремĕш вăйăсем майăн 11-мĕшĕнче пулчĕç. Тула облаçĕнчен килнĕ «Ледокол» командăран 6:5 шутпа выляса илтĕмĕр. Асăннă командăпа çывăхлантăмăр, кайран вăйăсем пĕтичченех вĕсем пире хавхалантарса тăни вăй пачĕ. Майăн 12-мĕшĕнче Саранск хулинчи «Викингсене» 7:2 шутпа, майăн 13-мĕшĕнче Малоярославецри «АСГ» командăна 6:1, майăн 14-мĕшĕнче «Динамо» (Биробиджан) командăна 7:3 шутпа çĕнтерни хавхалантарчĕ. Çурма финалта Иркутскри «ИНК» коллективпа тупăшма тиврĕ: вăйă шучĕ — 7:6. Финалта Ставропольти «Титан» командăпа вăй виçрĕмĕр, вăйăсем питĕ хĕрỹ иртрĕç. Тĕл пулăва тỹрĕ эфирта телеграм-каналта çĕршыв сăнарĕ. Малтан Елчĕксем 3:0 шутпа малта пытăмăр. Акă, телей кайăкĕ те алăра пек. Анчах край спортсменĕсем пĕр шайба çапса кĕртрĕç. Тĕл пулу вĕçленесси 2 минут юлсан пирĕн хоккеистăн вăйă йĕркине пăснăшăн икĕ минут штраф тенкелĕ çинче ирттерме тиврĕ. Çакăнпа «Титансем» çийĕнчех усă курчĕç — тепĕр гол кĕртсе ĕлкĕрчĕç. Вăхăт малаллах шăвать. Акă, сехет йĕппи çеккунтсене «шутлама» пуçларĕ. Анчах айăпа кĕнĕшĕн каллех «канма» ячĕç пирĕн хоккеиста. «Титан» вратарьне тапăнса выляканпа улăштарчĕ. Меллĕ самантпа усă курса Артемий Васильев тапăнса вылякан шайбăна хапхана площадка варринченех вăркăнтарчĕ: 4:2! Ăнăçу пирĕн енче пулчĕ. Фестивалĕн 3-мĕш призерĕн ятне Липецк облаçĕнчи «Грин Хилл» команда çĕнсе илчĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code