Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Патшалăх пулăшăвĕ ÿсет

Патшалăх пулăшăвĕ ÿсет

РФ Президенчĕ Владимир Путин майăн 20-мĕшĕнче ирттернĕ видеоконференцире коронавирус сарăлнă тапхăрти ял хуçалăхĕнчи тата апат-çимĕç промышленноçĕнчи лару-тăрăва сÿтсе явнă, кирлĕ йышăнусем çирĕплетнĕ. Онлайн-тĕлпулура ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев, отрасльсен организацийĕсен представителĕсем, çав шутра Союзмолоко, ытти компанисемпе ĕçлĕ пĕрлешÿсен ертÿçисем докладсемпе тухса калаçнă.

Президент агропромышленость комплексĕнчи конкуренци пултарулăхне ÿстересси пирки палăртнă. Çавăн пекех ял хуçалăх продукцине, уйрăммăн илсен, ĕне ашĕ, сĕт туса илессине тивĕçлĕ шая çитерме кирлине каланă, çак отрасле пулăшма йышăннă.

Асăннă отрасльсем производство тăкакĕсем ÿснине пăхмасăр малалла аталанаççĕ. Хальхи вăхăтри лару-тăрăва шута илсе вĕсене хушма пулăшу парассипе мерăсем йышăнмалла. Çакă кĕске вăхăтра отрасле тухăçлăха тавăрма, инвестици ĕç-хĕлĕн калăпăшне ÿстерме май парĕ.

Кĕске вăхăтлăх çăмăллăхлă кредит парас, пĕр заемщика тивекен лимита пысăклатас тĕлĕшпе те пулăшма йышăннă. Унсăр пуçне, çăмăллăх кредитне тÿлес вăхăта 1 çуллăха тăсасшăн. Ĕçлесе хатĕрлеме ăсатнă 1 килограмм сĕтшĕн те компенсаци пама йышăннă.

Россельхозбанк тата Сбербанк урлă уй-хирти ĕçсене пурнăçлама кĕске вăхăтлăх кредит уйăрассин калăпăшĕ те ÿссех пырать. Хальхи вăхăтра Раççейри ял хуçалăх организацийĕсем 197 миллиард тенке яхăнлăх 6,6 пин кредит килĕшĕвĕ çирĕплетнĕ. Владимир Путин кăçалхи пĕрремĕш кварталта, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, ял хуçалăх производствин калăпăшĕ мĕн чухлĕ ÿсме пултарнипе кăсăкланнă. Дмитрий Патрушев палăртнă тапхăрти производство калăпăшĕ ял хуçалăхĕпе илсен – 3 процент, продукцие ĕçлесе хатĕрлекен, апат-çимĕç промышленноçĕпе илсен 9 процент ÿснине палăртнă.

Раççей ял хуçалăх Министерстви ял хуçалăхĕнчи пĕчĕк предприятисене ăнăçлă аталанма пулăшас тĕллевпе те сахал мар ĕç туса ирттерет. 2019 çулта çак тĕллевпе 90 миллиард тенке яхăн уйăрнă.

2020 çулта ял хуçалăх техникине туянакансене уйăракан субсиди виçи те 4,5 миллиард тенкĕрен пуçласа 18,5 миллиард тенкĕ таран ÿсмелле.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code