Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ тытăм вăя кĕрет

Çĕнĕ тытăм вăя кĕрет

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тухтăр патне кĕме электронлă майпа Патшалăх пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕ урлă кăна çырăнма пулать.

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинчи медицина организацийĕсене пĕрлештерсе тăракан пĕрлехи информаци тытăмне çĕнетес ĕçе 2020 – 2024 çулсенче малалла пурнăçлĕç: информаци ресурсĕсен стандартизацийĕн тата унификацийĕн принципĕсем çинче никĕсленнĕ Пĕрлехи цифра контурне туса хурĕç. Проектра информаци хăрушсăрлăхне вăйлатма, РМИС технологи платформине модернизацилеме палăртнă.

Çĕнĕ платформа çине куçассине «Электронлă регистратура» çум системăран пуçласшăн. Çавна май тухтăрсене, медицина организацийĕсен администрацийĕсене, тĕп регистраторсене çĕнĕ тытăмпа ĕçлеме вĕрентĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code