Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Графика пăхăнса

Графика пăхăнса

Елчĕкри нумай хваттерлĕ çуртсенче тата ял тăрăхĕнчи ытти ялсенче коммуналлă хытă каяша пуçтарса тухассине çĕнĕ графикпа йĕркеленĕ.

Канашри «Экология» ООО нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене хăйĕн пулăшăвĕпе тунтикун, юнкун, эрнекун ирхине 6 сехетрен пуçласа 8 сехетчен тивĕçтерет. Кашни тунтикун асăннă организациех 8-17 сехетсенче ытти ялсенчи çÿп-çапа илсе тухать.

Урамсенче тирпейлĕх хуçалантăр тесен хытă каяша çĕр каç мар, автомашина килнĕ вăхăта кăна кăларса хурасчĕ.

Ольга ЛЕВАЯ,
Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ.

Редакцирен:

Ятарлă графика кашниех пăхăнсан, пĕр-пĕрне ăнлансан йĕрке пулатех. Районти ытти ял тăрăхĕсен администрацийĕсен те «Экология» ОООпа ĕçе васкатни кирлĕ. Килĕшÿсем тунă май икĕ ен яваплăхне те уççăн палăртмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code