Совет Çарĕн Германири ушкăнĕнче службăра пулнисен округри пĕрлĕхĕ ĕçтешĕсен кулленхи ыйтăвĕсене татса парассине хăйĕн тивĕçĕ вырăнне хурать.
Унăн ертỹçи Николай Павлов ертсе пынипе активистсем юлташĕсене çуралнă кунĕсемпе е ытти паллă пулăмпа саламлаççĕ, ят хăмисем уçаççĕ. Иртнĕ кунсенче вĕсем Кỹлпуçĕнчи Владимир Сазонов патне çитсе килнĕ.
Калас пулать, Владимир Николаевич — çĕр ĕçĕн аксакалĕ: пĕтĕм пурнăçне «Искра», «Знамя», «Мир», «Эмметево» хуçалăхсенче механизаторта ĕçлесе ирттернĕ. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ вăл. ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн Хисеп грамотине тивĕçни те çамрăклах чи пултаруллисен йышĕнче пулнине çирĕплетет.

