Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăвалла пулсан та…

Тăвалла пулсан та…

Елчĕк районĕнче тата тăван тăрăхран аякра пурăнакан ентешсене пĕрлештерсе тăракан организацине тивĕçлĕ шайра ертсе пыраканĕ Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ Олег Николаевич Викторов пулчĕ. Ентешлĕхĕн тĕп тĕллевĕсем – район тата ун тулашĕнче тĕпленнĕ ентешсене пĕрлештересси, районăн социаллă экономикипе культура сферине аталантарасси, район историне упраса хăварасси т.ыт.те.

Уйрăмах çамрăксене тĕрĕс воспитани парас, нушана лекнĕ ентешсене, ветерансене, инвалидсене ятарлă пулăшу парас тĕллевпе анлăн ĕçлет ентешлĕх. Олег Николаевич, ЧПУра ĕçленĕ май, хулара пурăнакан кашни ентеш-çамрăка хушамат-ятран паллать, кирлĕ сĕнÿ-канаш пама пултарать. Вăл ертсе пынă вăхăтрах кÿршĕллĕ районсемпе пĕрлехи спортпа культура мероприятийĕсем чылай иртетчĕç. Хальхи вăхăтра «Туслăх кубокĕ» футбол вăййи анлăн сарăлнă.

Ял-хулан тĕп пуянлăхĕ – унăн çыннисем. Тăван районпа, унăн çыннисемпе мухтанмалăх пур пирĕн. Обществăн тĕрлĕ тытăмĕнче, Чăваш Правительствинче, Патшалăх Канашĕнче те паян пирĕн хастар та хисеплĕ ентешсем ĕçлеççĕ, çуралнă тăрăха çÿллĕ шая çĕклеççĕ. Чи пултаруллисене ентешлĕх канашĕ «За заслуги перед Яльчикским землячеством» медальпе чыслатчĕ. Çак хисепе, ытти сумлă ентешсем хушшинче, эпĕ те тивĕçлĕ пултăм.

Юлашки çулсенче организацие ертсе пыма Элпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Лапшина шаннă. Хăй те спорта юратаканскер, яш-кĕрĕме сывă пурнăç йĕркипе пурăнма тĕслĕх кăтартса пырать.

Ентешлĕх обществăлла организаци пулнă май, унăн çумĕнче пулăшса пыракан хастарсене асăнсен вырăнлă пулĕ: Алевтина Федорова, Николай Баринов, Зоя Яковлева, Тамара Ишмуратова, Зинаида Воронова, Людмила тата Николай Балтаевсем, Алексей Московский, Владимир Ишмуратов, Дмитрий Савинов… тата вуншар хисеплĕ ентешпе пултаруллă çамрăк. Тăван районăмăра чунтан парăннă Петр Сидоровпа Юрий Карпов та ентешлĕх аталанăвне нумай-нумай çитĕнÿ хывнă.

Елчĕксем Чăваш Енре çеç мар, ытти регионсенче те пултарулăхпа палăраççĕ. Чăвашлăха упрас тĕлĕшпе Чĕмпĕрте Олег Мустаев, Мускавра Олег Захаров, Эстонире Ираида Захарова, Беларуçре Геннадий Александровпа Борис Миллин тата ыттисем те хастар ĕçшĕн чыса тивĕç.

Çавăн пекех район пурнăçĕпе интересленсе, ялсен паянхи кун-çулне тишкерсе пурăнакан вун-вун ентеше ырăпа аса илес килет. Анатолий Князев, Валерий Сапожников, Светлана Петрова, Владимир Меметов, Владимир Алмантай, Виктор Смирнов, Александр Осипов, Леонид Князев, Сергей Пчелов, Дмитрий Судаков тата ытти нумай-нумай ырă çынсем.

Ентешлĕх район администрацийĕпе, ял хуçалăх предприятийĕсемпе, учрежденисемпе тачă çыхăнура. Пирĕн вăй – туслăхра. Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе, малашлăха талпăнса пынинче. Геннадий Волков академик калашле: «Тăвалла пулсан та – малалла».

А.АЛЕКСАНДРОВА,
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code