Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Иккĕленсе тăмарăмăр

Иккĕленсе тăмарăмăр

Лăпкă мар вăхăт тапранчĕ: вăрмансем çунаççĕ, шыв-шур алхасать. Чи хăрушши, çынсен пурнăçне те илсе каяканни, коронавирус чирĕ.

Хăш-пĕр чиртен эмел ĕçсен сывалма шанăç пур. Ку муртан – çук. Тухтăрсем прививка тутарни çеç çăлать теççĕ унран.

Эпир мăшăрăмпа, вăл 1-мĕш ушкăнри инвалид, ниçтах та тухса çÿреместпĕр пулин те, вакцинаци пĕр иккĕленмесĕрех тутартăмăр. Икĕ хутĕнче те врачсем киле килчĕç. Çулсерен грипп тапхăрĕнче те яланах укол тутарнă та, эпир организмра нимĕнле япăх улшăну та туймарăмăр. Мана, 84 çула çывхаракан çынна, сыхлăх кирлех тесе шутлатăп. Çавăнпа та прививка тутарассинчен хăраса тăма кирлĕ мар, мĕншĕн тесен пирĕн сывлăх хамăрăн алăра.

Пирĕн çуртра пурăнакансенчен Раиса Порфирьева педагог-ветеран тата манран аслăрах Валерий Питеркин та вакцинаци тутарнă.

Альбина САЛАБАЙКИНА,
Елчĕк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code