Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Контейнерсем пиркиех…

Контейнерсем пиркиех…

Хаçат страницисенче вĕсене тытса тăрассипе çыхăннă ыйтăва пĕр хутчен мар çутатнă-ха. Çитменлĕхĕсем вара — çавсемех.

Хĕллехи тапхăрта контейнерсен площадкисен умĕсене юртан тасатса тăрассине вăхăтлă йĕркелемелли паллă. Йывăрлăх тепĕр чухне юр нумай çунипе кăна та мар, ятарлă техника хырса кайнă май купаланнипе те пулать. Шартлама сивĕсем умĕнхи пĕр каç Елчĕкри Беляев урамĕпе пыраттăм. Унчченхи «Чебурашка» ача сачĕ çывăхĕнчи контейнер алăкне çамрăк хĕрарăм аран-аран уçрĕ. Унашкал тĕслĕхсем округ шайĕпе урăх çук тетĕр-и? Вăл çỹп-çап тĕркемне хăшĕ-пĕрин пек çĕр çине мар, контейнерах пăрахрĕ. Кашниех çак кăткăс мар йĕркене хăнăхсан питĕ аван пулĕччĕ те.

Округри ялсенче пĕтĕмпе 262 контейнер площадки, 429 контейнер шутланать. Вĕсене юсавлăхра тытса тăрасси те çăмăл мар. Пăшăрхантараканни вара ытларах çакă: çулла контейнерсене çум курăкпа, тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа тултараççĕ. Юрăхсăра тухнă сĕтел-пукан çулталăкĕпех вырăн тупать унта. Вĕсемпе хуçалăхра усă курма пулать вĕт.

Хĕллехи виçĕ уйăха кашни территори пайĕнче контейнер лаптăкĕсен, пушар гидранчĕсен таврашĕсене юртан тасатса тăрас тĕлĕшпе ятарлă çынсене çирĕплетнĕ. Апла пулин те тасалăхпа тирпейлĕхшĕн пурин те яваплăха туймалла.

Ф.НИКОЛАЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code