Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «ЭлектроНикС» салон – 15 çулта

«ЭлектроНикС» салон – 15 çулта

Галина Никифорова уйрăм предпринимателĕн Елчĕкри «ЭлектроНикС» салонне районта пĕлмен тата хăйĕн пурнăçĕнче унта кĕрсе тухман çын сахал пулĕ. Халăха паракан пулăшу тĕрлĕ енлĕ тата çакăн евĕр салон районта пĕрре анчах пулнăран кунĕпех халăх хĕвĕшет кунта.

Документ валли /Раççей Федерацийĕн е ют çĕршыв паспорчĕ, водитель удостоверенийĕ, урăх çĕршыва кайма виза илме тата ытти те/ сăн ÿкерттермелле, кивĕ сăн ÿкерчĕке çĕнетмелле, компьютер е ытти техника, вĕсем валли тĕрлĕ хатĕр туянмалла, видеосăнав вырнаçтармалла, документсен копине тумалла, оргтехникăна юсамалла, катридж улăштармалла; теприсен компьютерĕ, ноутбукĕ, планшечĕ е телефонĕ çĕмĕрĕлнĕ; виççĕмĕшсен туйне, юбилейне, ытти уява асра хăварас тĕллевпе фото е видео хатĕрлемелле – пурте кăмăллă юлаççĕ «ЭлектроНикС» салон вăхăтлă тата пысăк пахалăхпа сĕнекен пулăшу тĕсĕсемпе.

Уçă чунлă, çепĕç чĕлхеллĕ, пысăк опытлă Галина Федоровна пуринпе те тимлĕ те тарават. Чунĕнче кирек епле «çанталăк» пулсан та сÿрĕклĕх е кăмăлсăрлăх кураймăн унра – сăн-питĕнче хĕвел евĕр ăшă кулă йăлкăшать. Калаçма ÿркенменскер сутлăхри вăл е ытти хатĕр пирки, вĕсемпе усă курас йĕркесемпе тĕплĕн паллаштарать, вырăнлă канаш-сĕнÿ парать.

Сăмах май, Галина Никифорова Çĕнĕ Эйпеçри Федор Моисеевичпа Людмила Ивановна Байдугановсен туслă та йышлă çемйинче кун çути курнă. Шкул хыççăн 3 çул Шупашкарти педагогика училищинче вĕренсен пĕр хушă «Элара» заводăн 143-мĕш ача садĕнче воспитательте тăрăшнă вăл. Куçăмсăр майпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче филологи факультетĕнче вĕренсе вырăс чĕлхипе литература учителĕн профессине алла илнĕ. Элекçей Тимеш йĕкĕчĕпе Петр Никифоровпа пĕрлешнĕ хыççăн мăшăр Элекçей Тимеш ялне пурăнма куçнă. Ялти шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме пуçланă çамрăк педагог.

«ЭлектроНикС» салон уçăлнăранпа кăçал 15 çул çитрĕ. Çак тапхăрта миçе çынна пулăшман-ши вăл? «Çакăн евĕр салон уçас кăмăл хăçан тата мĕнле лару-тăрура çуралчĕ?» – интересленетĕп предпринимателĕн ĕçшĕн çунса тăракан куçĕсенчен тинкернĕ май.

– Ялти шкул хупăнсан ман ума «ăçтан ĕç тупас» ыйту тухса тăчĕ. Мăшăрăмпа канашланă хыççăн эпир Елчĕкре çакăн евĕр салон уçма тĕв тытрăмăр. Елчĕкри «Илем» йăла çурчĕ хупăннă хыççăн халăх документ валли сăн ÿкерттерме кÿршĕллĕ Патăрьел тата Комсомольски районĕсене çÿренĕ тапхăрпа та пĕр килчĕ çак вăхăт. Çапла майпа ĕçе йĕркелесе ятăм, – кăмăллăн пĕлтерет хĕрарăм-предприниматель.

Чăн та тĕлĕнетĕн. Мĕнле ĕлкĕрет, ăçтан вăхăтне тупать вăл; Шанчăклă та тăрăшуллă, сăпайлă мăшăр, ачисемшĕн чунне пама хатĕр ларма-тăма пĕлмен амăшĕ. Мăшăрĕпе, Петр Николаевичпа, 3 ача – Станислав, Илья, Владислав – кун çути парнеленĕ. Кил-хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама та, кунĕпе ĕçре тăпăртатма та, хулана тавар туянма çÿреме те, уяв каçĕсене е ытти мероприятисене çитсе фото-видео ÿкерме те /унăн пур тивĕçне те хут çинче çырса та пĕтереймĕн/ ерçет вăл. Обществăлла ĕçре хастарскер районта пулса иртекен культурăпа массăллă, спорт мероприятийĕсенче те харсăр. Çав вăхăтрах районти хĕрарăмсен канашĕн пултаруллă членĕ вăл, Патреккел халăх хорĕн активлă участникĕ. Галина хутшăнса çĕнтернĕ конкурссен шучĕ çук. 2017 çулта вăл «Елчĕк районĕн чи лайăх предпринимателĕ» ята тивĕçрĕ. Хĕрарăм ертÿçĕ кăçал «Чăваш Ен хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕ» ЧРОО йĕркеленĕ «Ял хĕрарăмĕ – предприниматель» конкурсра çĕнтерÿçĕсен йышне кĕчĕ.

Паян самана уттипе тан пырас тесен ăс-тăна та, тавра курăма та тăтăшах çивĕчлетсе тăмалла. Çакна тĕпе хурса Галина Федоровна професси шайне куллен ÿстересси çине пысăк тимлĕх уйăрать, Шупашкар тата Мускав, ытти хуласенче иртекен фотофорумсемпе мастер-классене, ытти тĕрлĕ мероприятие активлă хутшăнать. Ĕçе ансатлатас тата халăха сĕнекен пулăшăва пахалăхлăрах йĕркелес тĕллевпе оргтехникăна çĕнетсех пырать. Кулленхи ĕçре ăна мăшăрĕпе ачисем пулăшаççĕ. Тăрăшуллă предпринимателе малашне те ăнăçу та çитĕнÿ сунар.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code