Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Пирĕн йăхран вăрçăра улттăн пулнă»

«Пирĕн йăхран вăрçăра улттăн пулнă»

Тăван çĕршывăмăра фашистла вăрă-хурахсем сĕмсĕррĕн килсе тапăнсан кашни ял-хулара, кил-йышра салтак атти тăхăнман çын юлман. Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче пурăнакан Нина Мартериевна Захарован ашшĕ, ашшĕн тетĕшĕпе шăллĕ тата 3 куккăшĕ вăрçăра çапăçнă.

Ашшĕ – Мартерий Захарович /1916-1980/ /сăн ÿкерчĕкре/ Çирĕклĕ Шăхалĕнчи çичĕ класлă шкула пĕтернĕ. Ун хыççăн Канашри трактористсен курсĕнче вĕреннĕ. Ялти пĕрремĕш трактористсенчен пĕри пулнă. Хĕрĕ ун çинчен çапларах аса илет: «Пирĕн атте икĕ вăрçă çынни. 1939 çулта вăл Финлянди вăрçинче çапăçнă, Маннергейм линийĕнчи çапăçусене хутшăннă, 1942-1945 çулсенче – фашистла Германие хирĕç Ленинград фронтĕнче, йывăр артиллери чаçĕнче». Унтан Мускав, Калуга çывăхĕнче службăра тăнă, тăван ялне 1947 çулта таврăннă, тÿрех мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ, çемье çавăрнă. Вăрçăччен те, вăрçă хыççăн та трактористра тăрăшнă. 45 çул хушши тĕрлĕ йышши техникăна парăнтарнă, нумай çул трактор бригадин бригадирĕнче вăй хунă. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн сахал мар Хисеп хутне, ырă сăмаха тивĕçнĕ. Вăрçă çулĕсем, йывăр ĕç унăн сывлăхне самай хавшатнăран 64 çултах çĕре кĕнĕ Мартерий Захарович. Вăрçăра чухне вăл Калуга хулинче ăнсăртран пĕр ялти Василий Федорович Федорова курнине час-часах аса илнĕ. Василий 1942 çулта аманса госпитальте выртса тухнă хыççăн Калуга хулинче зенит чаçĕнче тăнă. Кайран, вăрçăран таврăнсан та, вĕсем туслă çыхăнăвне çухатман.

Ашшĕн тетĕшĕ Энтри, 1910 çулта çуралнăскер, вăрçăн малтанхи çулĕсенчех Ленинград çывăхĕнчи çапăçусене хутшăннă. Фронтран янă çырăвĕнче вăл хаяр та хăрушă çапăçусем пыни пирки хыпарланă, шăллĕсене – Якурпа Мартерие шалккă пулнине, вĕсен çамрăклах вăрçă вутне кĕмелле пулнăшăн пăшăрханнине çырнă. Вăрçăччен учительте ĕçленĕ хăй. 1943 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче тан мар çапăçура пуçне хунă Энтрие Новгород облаçĕнчи Горка хулине пытарнă. Ашшĕн шăллĕ Якур та /1920 çулта çуралнă/ вăрçăран таврăнайман. 1938 çулта салтака кайнăскер вăрçă пуçлансан малтанхи çапăçусене кĕнĕ, 1942 çулта хыпарсăр çухалнă.

Амăшĕпе пĕр тăвансем Иван, Николай, Константин Константиновсем те вăрçа хутшăннă. Иван вăрçă пуçланиччен 1939 çулта Брестран 60 километр айккинерех вырнаçнă çар чаçĕнче службăра тăнă. Килне килме 3 уйăх юлсан вăрçă пуçланнă. «Эх, çуран ярсан çуран та çитĕттĕм киле сире курма», – тесе çырнă вăл çырăвĕнче.1941 çулта ывăлĕ хыпарсăр çухални пирки хут илеççĕ Константиновсем. Вăрçăччен Иван тракторпа çÿренĕ, сĕрен ярса лашапа чупакансен ăмăртăвĕнче палăрма ĕлкĕрнĕ.

Николай 10 класс пĕтернĕ хыççăн Горький хулинчи института вĕренме кĕнĕ, ют чĕлхесен учителĕ пулма ĕмĕтленнĕ. 17 çул тултарсан хăйĕн ирĕкĕпе вăрçа тухса кайнă – Украина территорийĕнче, Польшăра çапăçнă, Германие çитнĕ. Кăкăртан аманнă, ун пирки çапларах каласа кăтартнă: «Ман сурана васкаса çыхса ячĕç те, медсанбата кайма хушрĕç. Суранран юн палкать. Шыв урлă каçмаллаччĕ унта çитме. Юрать шыв тĕпĕ хăйăрлăччĕ, юшкăнлă пулнă пулсан унта çитейместĕмччĕ». Вăрçă хыççăн Шупашкарти шкулсенче акăлчан чĕлхи вĕрентнĕ вăл. Иккĕмĕш ушкăнри вăрçă инваличĕн мăшăрĕ Чулхуларан пулнă.

Василий салтак аттине 1942 çулта тăхăннă. 19 çулхи йĕкĕте Инçет Хĕвел тухăçăн 1-мĕш фронтне çирĕплетнĕ, 443 çыхăну уйрăмĕн батальонĕнче связист пулнă вăл. Сирпĕнÿ вăхăтĕнче связистсен автомашини ÿпленсен Василин алли хуçăлнă. Госпитальте сывалсан – каллех вăрçă хирне. Çапăçури паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, медальсене тивĕçнĕ. 1946 çулта ялне таврăннă, мăшăрĕпе икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ.

Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пурнăçĕпе сывлăхне хĕрхенмен ветерансем пирĕн хушăра çук ĕнтĕ, анчах та вĕсен ятне эпир ĕмĕрех асра тытатпăр.

Н.ЛЕВАЯ,
Çирĕклĕ Шăхаль.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code