Хальхи вăхăтра çак проектпа Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн çурчĕн тăррине юсаççĕ.
Ĕçе кĕртмелли сумма та пĕчĕк мар: 5,6 миллион тенкĕ. С.Федотов подрядчик юсав процесĕнче çĕнĕ технологисемпе усă курни объектăн «кун-çулне» те нумай çула тăсасса шанатпăр.
Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче ачасем партăсен хушшине яланхи хаваслă сăн-питпе ларччăр.
Галина ЧЕРНОВА.

