«Пурнăçра кашни çыннăн тĕллев пулмалла. Тĕллев палăртнă тапхăра, çулталăка, уйăха, эрнене, куна, сехете тата минут валли те пулмалла…», — тесе каланă вырăссен паллă çыравçи Лев Толстой.

Çак сăмахсене тĕпе хурса пурăнать те Курнавăшри вăтам шкулти 8-мĕш класра вĕренекен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ Ксения Цветкова.
Çемьере ашшĕпе амăшĕ — Герман Николаевичпа Ирина Павловна тата аслашшĕ те унăн çитĕнĕвĕсемпе питĕ савăнаççĕ. Цветковсен йыш пĕчĕк мар: Ксюшăн аслă пиччĕшĕ, Данил, академи пĕтернĕ хыççăн Рязань облаçĕнче хирург пулса ĕçлет, Александр Санкт-Петербургри Д.Ф.Устинов ячĕллĕ Балти патшалăх техника университетĕнче вĕренет. Чи кĕçĕнни — Давид — 2-мĕш класра пĕлỹ пухать.
Хĕр ачара амăшĕн черченлĕхне, ашшĕн тăрăшулăхне, аслашшĕн тавра курăмĕпе ăс-тăнне курма пулать. Тĕп тивĕçе — вĕренỹ ĕçне пиллĕклĕх тытса пырать вăл. Кашни предмет хăйне евĕр уншăн интереслĕ, çапах та биологипе хими предмечĕсем патне туртăм пысăкрах. Тен, малашлăхра тетĕшĕ пекех сывлăх сыхлавĕнче тупĕ хăйĕн пурнăçри вырăнне? Ку вĕренỹ çулĕнче Ксения чăваш чĕлхипе иртнĕ округри предмет олимпиадинче çĕнтерỹçĕ, тăван ен культурипе призер пулса тăчĕ.
Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнчи çамрăксен «Тарават» фольклор ушкăнĕн хастарĕ те, шкулти театр студин пултаруллă членĕ те вăл. Иртнĕ çул сцена ăстисем республикăри «Асам» фестивальте 3-мĕш вырăн йышăннăшăн шкула 40 пин тенкĕлĕх музыка оборудованийĕ илме сертификат панă. Ксения вара «Чи лайăх хĕр ача ролĕ» номинацире палăрса кубока тивĕçнĕ.
Спортпа та туслă вĕренекен иртнĕ çул «Орленок» лагерьте каннă май, федерацин «Раççей ăмăрткайăкĕсем» проекта хутшăннă. Ытти чăваш ачисемпе пĕрле тăван ен культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарнă, чăваш çи-пуçĕн илемне, тĕррин асамлăхне, юррин çепĕçлĕхне тивĕçлĕ кăтартса мĕн пур куракана тыткăнлама пултарнă.
Тĕллевсем çитĕнỹсем патне илсе пынине çирĕп шанать мал ĕмĕтлĕ Ксения Цветкова. Вĕсемех яланах пурнăçра çул уçса пырассине ĕненсе малалла талпăнать.
Татьяна ФЕДОРОВА, класс ертỹçи.
Курнавăшри вăтам шкул.

