Чăваш Республикинче 120 ытла национальность пĕр-пĕринпе нумай çул килĕштерсе, алла-аллăн тытăнса пурăнни паллă. Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн, Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне округ шайĕнче иртнĕ кунсенче савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă май эпир Елчĕк округĕнче те тĕрлĕ халăх çынни (молдаван, ирçе, мордва, азербайджан…) ĕçлесе пурăннине пĕлтĕмĕр. Тутарсем пирки вара каламалли те çук, вĕсемпе эпир мĕн ĕлĕкрен пĕрле — савăнăçра та, хуйхă-суйхăра та.

Тĕрлĕ наци çыннин йăли-йĕркине, чĕлхине тĕпчесе пĕлес тĕллевпе эпир те Елчĕкри музейра тĕл пулу йĕркелерĕмĕр. Унта «Арбат» суту-илỹ комплексĕнче тĕрлĕ таварпа сутă тăвакан лавкка хуçипе — Эльшанпа (азербайджан), унăн мăшăрĕпе — Зинаидăпа (вăл — вырăс хĕрарăмĕ) тата чăваш пикипе — Ангелина Архилинăпа тĕл пулу йĕркелерĕмĕр.
Ăш пиллĕ тĕл пулу питех те асра юлмалла иртнине çирĕплетсех калама пултаратпăр. Вĕсем хăйсен йăли-йĕрки, наци уйрăмлăхĕсем çинчен кăсăклă каласа кăтартнипе анчах çырлахмарĕç. Музейра халăхсен Туслăхĕн çулталăкне халалласа манекенсем çине ятарласа вырнаçтарнă тĕрлĕ наци çи-пуçĕсене тăхăнса сăн ỹкерттерме кăмăл пуррине пĕлтерчĕç. Эпир вара вĕсен кăмăлне хаваспах тивĕçтертĕмĕр.
Снегира СТЕПАНОВА,
Елчĕкри историпе
тăван тавралăх халăх музейĕнчи
лектор-экскурсовод.

