Виçĕ пепке çуралнă
Округ территорийĕнче 53 ял. Вĕсем пĕр-пĕринпе юнашарах вырнаçнă пулин те, кашнин хăйĕн менталитечĕ. Çапах та вĕсене пурне те пĕр хурлăхлă статистика пĕрлештерет.
Çынсен йышĕ çулсерен чакни. Округри чи пысăк ялăн, Аслă Елчĕкĕн çивĕч ыйтăвĕ те ку. Территори пайĕн начальникĕ Валерий Афанасьев пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ялта 1280 çын пурăнни паллă. 684 хуçалăхран 133-шĕ — пушă. Çак кăтарту ỹссех пырать. Иртнĕ çул çут тĕнчене виçĕ пепке килнĕ пулсан, пурнăçран уйрăлнисем — 17-н.
Демографи политики хавшани алă усса лармалли сăлтав мар.
Ăнăçлăх — пĕр шухăшлăхра
Аслă Елчĕксем ĕçлеме те пĕлеççĕ, общество пурнăçĕнчен те тăрса юлмаççĕ. Территори пайĕнчи Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ (ертỹçи — Валерий Падуев), хресчен (фермер) хуçалăхĕсем (Геннадий Афанасьев, Николай Светлов, Сергей Владимирович Чернов, Эдуард Волков) çĕр ĕç культурине пысăк тимлĕх уйăрнă май кăтартусем те çĕкленсе пыни палăрать. Кунта усă курман çĕр лаптăкĕсем çук.
Чăваш Республикин Строительство министерстви çын пурăнакан вырăнсене тирпей-илем кĕртес, симĕслетес тата хăтлăлатас тĕлĕшпе ирттерекен çулсеренхи смотр-конкурса Аслă Елчĕксем хутшăнмасăр юлман. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ час-часах ăнăçлă та. Пĕлтĕр Тябуков урамĕ регионта 2-мĕш вырăн (44169 тенкĕ) йышăннă пулсан, 2024 çулта Николаев урамĕ вара çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Иртнĕ çул спорт ветеранĕсемпе çамрăксем футбол лапамĕн хĕррине ашкăрса кайнă йывăçсенчен, хыт хураран тасатнă. Каснă турачĕсене вара сая яман: Ляпун вăрманĕ çывăхĕнчи Хĕрлĕ çырма çыранĕсене çирĕплетес тĕллевпе усă курнă. Çулла «Ниме — халăх бюджечĕ» проект тивлечĕпе спорт мероприятийĕсем ирттермелли вырăна тĕпрен улăштарма палăртнă. Ĕçе кĕртмелли сумма та пĕчĕк мар: 5503000,26 тенкĕ. Çавăн пекех масар территорине тимĕр карта тытма 4439000,92 тенкĕ уйăрнă.
2025 çулта халăх 5 проекта ĕçе кĕртнĕ, унăн пĕтĕмĕшле сумми 4284041,03 тенкĕпе танлашнă.
Аслă Елчĕкре 20 урам, вĕсен тăршшĕ — 21,1 километр. Çулсене юсас тĕлĕшпе ĕç кашни çулах кал-кал пырать. Ытти ял территорийĕсенче чул-хăйăр сарса хытарассине йăлана кĕртнĕ-ха, Аслă Елчĕксем вара малалла кайнă: урамри çулсене асфальт сараççĕ. Кунта пĕлтĕр тăватă урама (1,7 км) хăтлăлатма пуçланине кăçал вĕçлесшĕн.
Ял территорийĕнче 5 шыв башни, вĕсенчен пĕри Ленин ячĕллĕ ЯХПК, 4-шĕ округ администрацийĕн балансĕ çинче тăраççĕ. Çапах та кунта чылай çул каялла ниме меслечĕпе тунă пусăсене те пăрахăçа кăларман. Пурĕ вăтăр пĕр вĕсем. Ял уявĕсенче «Чи лайăх пусă» конкурс йĕркелетчĕç те, вĕсене типтерлĕ тытса тăрасси халĕ те вăйра.
Ырă ĕçсен тăсăмĕ, объектсем çĕнелсе улшăнни вырăнти халăх пуçаруллă, пĕр шухăшлă пулнăран, ялти тĕрлĕ тытăм килĕштерсе ĕçленĕрен килет. Çакна пухăва хутшăннă Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый та палăртрĕ. Вăл хастарсен пĕр ушкăнне — Галина Германовна Адюковăна, Николайпа Александра Молоствовсене, Зоя Убасевăна, Александра Кузьминăна Тав хучĕсемпе чысларĕ.
Пушартан упранар
Пухура кил-çуртсене, объектсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтупа пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ — патшалăх тĕп инспекторĕ Сергей Сардаев сăмах илни те ăнсăртран мар, мĕншĕн тесен пĕлтĕр округра тухнă 19 пушартан 5-шĕ Аслă Елчĕкпе çыхăннă. Электрооборудованипе, çутăпа çыхăннă йăлари приборсемпе усă курнă май асăрханулăх пирки манмалла мар, кăмака юсавлă пулмалла.
Больницăпа клуб ыйтăвĕ çивĕч
Ялта 1925-1935 çулсенче куç чирне хирĕç кĕрешекен пункт ĕçленĕ, 1963 çултан — фельдшерпа акушер пункчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Василий Горшков колхоз председателĕ тăрăшнипе тухтăр амбулаторийĕн икĕ хутлă çуртне хута янă, анчах унтанпа вăл самаях йăшнă — тăрринчен чылай çул шыв анать. Республикăран килнĕ представительсем те унти лару-тăрупа пĕр хутчен мар паллашнă, тума шантарнă. Çавăнпа вĕçленнĕ те. Леонард Васильевич кăçал юсав ĕçĕсем йĕркелеме май пуррине пĕлтерни вара шанăç çуратать.
Аслă Елчĕксен тепĕр «ыратакан» вырăнĕ те пур — культура çурчĕ 8-мĕш çул хуçасăр. Хăçан çĕнĕрен хĕмленме пуçлĕ-ши вăл? Территори пайĕн начальникне Валерий Афанасьева хăйне те пăшăрхантарать çакă. Кадрсен ыйтăвĕпе ĕçлекен специалистсен хуравне вăл та, ял çыннисем те кĕтеççĕ…

