Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пăрланнă куççуль

Пăрланнă куççуль

Калав

Питĕ кăмăллă хĕллехи каç. Çанталăк нихăçанхинчен ырă паян. Ытла сивĕ те, йĕпе-сапа та мар. Тỹперен вĕлтĕр-вĕлтĕр юр ỹкет. Шупашкар хулинчи пĕр ресторанран хĕрĕх урлă каçнă арçынпа хĕрарăм тухрĕç. Вĕсем пĕр-пĕрне алăран тытса васкамасăр юрпа витеннĕ çул тăрăх малалла утрĕç: çын ури пусса ĕлкĕреймен сукмак тăрăх çĕнĕ йĕр хăварса.

Çаврăнать кăна пурнăç. Унăн авăрĕнче кашни çыннăн хăйĕн шăпи. Хитре мăшăр. Хĕрарăмăн вăрăм та илĕртỹллĕ çỹçĕ хаклă йышши чĕрчун тирĕнчен çĕленĕ кĕрĕкĕ çине сапаланнă, хуçине тата та илĕмлетеççĕ вĕсем. Вăрăм та хулăн пальто тата сулахай алă çине çыхнă хаклă йышши сехет арçын укçаллă çын пулнине кăтартать. Тăкăрлăкран пăрăнсан тротуара юртан тасатакан хĕрарăм çак килĕшỹллĕ мăшăр çине тем вăхăт пăхса тĕсесе тăчĕ. Унтан: «Чăвашсемех пулчĕç-ши вара кусем? Кун пек хитре хĕрарăм курманччĕ-ха эпĕ ку тăрăхра», — тесе хăйĕн ĕçне малалла тăсрĕ.

Автомашина патне çитсен арçын хĕрарăма алăк уçса салона лартрĕ, унтан хуллен алăка хупрĕ те хăйĕн вырăнне вырнаçрĕ. Транспорт хускалса кăйсан хĕрарăм сылтăм аллинчи ятсăр пỹрни çине нумай пулмасть тăхăнтартнă çĕрри çине пăхса илчĕ:

— Тĕрĕсне кала-ха, Геннадий, мĕн хак тăракан илем ку? Шурă ылтăна кевер чулпа илемлетнĕ çĕрĕшĕн мĕн чухлĕ укçа тăкакларăн? — тесе ыйтрĕ руль умĕнчи упăшкинчен.

Лешĕ кулса ячĕ те шỹтлерех çапла каларĕ:

— Марина, эсĕ манăн арăм пулни çиччĕмĕш уйăха кайрĕ ĕнтĕ, мăшăру хитре пике çине мĕн чухлĕ укçа тăкакланине те пĕлместĕн.

Çуркунне паллашрĕç Генăпа Марина. Пĕр вăхăт туслă çỹренĕ хыççăн Геннадий пĕр ачаллă Маринăна арăм пулма ыйтрĕ, хĕрарăм хирĕç пулмарĕ. Унтанпа 7 уйăх ытла иртни сисĕнмерĕ те. Çĕнĕ çемьере юрату, ăнланулăх, туслăх хуçаланать. Çĕнĕ упăшка мăшăрне анчах мар, хăйĕн тăван мар хĕрне те тăванни евĕр пăхать.

Акă икĕ хутлă коттедж хапхи çын пулăшмасăрах уçăлчĕ те ют çĕршывра кăларнă автомашина картишне кĕрсе ларчĕ. Геннадий салонран маларах тухса каллех автомашинăн алăкне уçса арăмне алă пачĕ, мăшăрĕ васкамасăр машинăран тухрĕ. Йывăр çын вăл, çавăнпа та малтанхи евĕр вăштăр-ваштăр тухаймарĕ автомашинăран. Пỹрте кĕрсен, кĕрĕкне хывнă хыççăн хĕрарăм патне Маринăн хĕрĕ Елизавета пычĕ те çапла каларĕ:

— Анне, эпĕ нумаях пулмасть кукамайпа телефонпа калаçрăм. Кукамай питĕ салху, йĕрет хăй, Андрей йысна вилнине пĕлтерчĕ, — тесе каларĕ.

Çак сăмахсене илтсен Маринăн вăйĕ пĕтсе кайрĕ те вăл стена çумне тĕшĕрĕлчĕ. Геннадий сăн-пичĕ шуралса кайнă арăмне хулран çавăтса залри кресло çине çавăтса илсе кайса лартрĕ. Вăл хăраса ỹкнĕ хĕр ачаран шыв илсе килме ыйтрĕ. Марина куркана чĕтрекен алăсемпе тытрĕ те çăвар патне илсе пычĕ. Çук, пĕр сыпкăм шыв та ĕçеймерĕ пулас амăшĕ, куркана урайне ỹкерчĕ те сасăпах йĕрсе ячĕ…

Марина çуралса ỹснĕ ялти Вăтамкас урамĕ çул хĕрринче ларакан лавкка патĕнчен пуçланать та ял вĕçĕнче вырнаçнă кỹлĕ тĕлне çитичченех тăсăлать. Çак урам тăрăх кăçал пĕрремĕш класа кайнă хĕр ача куççульпе йерекен йăмăкне алăран çавăтса пырать. Тăван çурчĕ тĕлне çитсен вĕсене хирĕç пахчара ĕçлекен амăшĕ тухрĕ те пĕчĕк хĕрне алă çине йăтса илчĕ: «Марина, хĕрĕм, мĕскер пулчĕ, мĕншĕн йĕретĕн?» — терĕ. «Анне, лавккара илемлĕ пукане пурччĕ, мана ăна аппа илсе памарĕ», — тесе Марина хăйĕн пĕчĕк чĕлхипе мĕншĕн йĕнине ăнлантарчĕ.

Амăшĕ халех кайса илсе парĕччĕ ача мĕн ыйтнине, анчах та кăçал кăна вĕсем çак урамра пĕр кивĕ çурт туянчĕç. Халĕ вара çĕнĕ хуралтăсем çĕклеме кирпĕч туянасшăн. Кайран йывăç пỹрте пăсса çĕннине кирпĕчрен купаласшăн. Пус çумне пус хушать çемье, тепĕр чухне ачисем çинче те укçана пĕрекетлеме тивет. Çак сăлтава пулах Маринăн ытларах аппăшĕн пĕчĕкленнĕ тумтирне тăхăнма тивет, теттисем те аппăшĕ вылянисемех.

Тепĕр çемьере сĕтел çинче тутлă канихвет-пĕремĕк, кăлпасси хуçаланать пулсан, Маринăн чылай чухне чăн тутлă апачĕ сахăр сапнă çăкăр чĕлли.

Вăхăт кĕтсе тăмасть, шав малалла шăвать. Марина вуннăмĕш класра вĕреннĕ чухне аппăшĕ качча тухрĕ. Пулас йыснăшне курнă кун Маринăн асĕнче çапла юлнă. Пĕринче шкултан килсен хĕр ача тỹрех кухньăра ĕçлекен амăшне тĕрлĕ салатсем тума пулăшрĕ, кайран пỹрте тепĕр хут тирпейлесе тухрĕ те аппăшĕпе пулас йыснăшĕ килессе кĕтрĕ. Каç пулсан хапха умне çăмăл машина чарăнчĕ те унтан хăнасем пỹрте кĕчĕç. Сĕтел хушшинче ларакан аппăшĕн пулас упăшки çине вун пиллĕкри хĕр ача вăтанса пăхрĕ. Маринăн пит çăмартисем вутпа çуннă пекех пĕçерсе тăчĕç. Пĕрремĕш хут унăн чĕринче халĕччен пĕлмен туйăмсем çуралчĕç. Вĕсем мĕнле туйăм пулнине хĕр тĕшмĕртеймерĕ вăл çулсенче.

Шкул пĕтерсен хĕр Канашри медучилищĕне вĕренме кĕчĕ, кунта Патăрьел каччипе паллашрĕ. Çамрăклăх, пуçра çил вылянă вăхăт пулчĕ пуль, пĕр юратмасăрах тата ăнланмасăрах Марина качча тухрĕ. Кăштах туслă çỹренĕ хыççăн пулас мăшăрĕ авланассине пĕлтерсен пике килĕшрĕ. Юратма мар, вăхăт иртнĕ май курайми пулса çитрĕ вăл упăшкине. Туйччен яланах юрататăп тесе калакан Коля хăвăрт улшăнчĕ. Питĕ тỹрккес те сивĕччĕ вăл. Йывăрланса хĕр ача çуратсан мăшăрĕ ăна больницăна илме те килмерĕ.

— Пирĕн йăхра пĕрремĕш ялан арçын ачасем çуралнă, ку ача манран мар, — тесе хĕрарăмăн ахаль те сивĕ чунне шăнтсах ячĕ.

Марина питĕ вăйлă кỹреннĕрен тăван килне уйрăлса килме шухăшларĕ, анчах та амăшĕн сăмахĕсене хирĕçлеймерĕ: «Уйрăлса ятна ан яр, ăçта качча кайнă, çавăнтах пурăн, пурнăç майлашăнать-ха вăл, чунăрсем те ăшăнĕç-ха».

Йывăр пулсан та тỹсрĕ çамрăк ача амăшĕ, нушаланчĕ. Пĕррехинче ачи чирлесе ỹксен Марина икĕ çĕр канлĕ çывăрмасăр унăн умĕнчен пăрăнмарĕ. Упăшки каç пулсан ĕçрен ỹсĕр килчĕ те арăмне яшка антарса пама хушрĕ. Арăмĕ: «Яшка газ плити çинче, эс пĕчĕк ача мар, хăвах та антарса çиме пултаратăн вĕт», — тени арçынна килĕшмерĕ пулас. Усал вăранчĕ тейĕн арçынра. Вăл ача çумĕнче выртакан арăмне ярса илчĕ те урайне сĕтĕрсе антарчĕ, урипе тапса хĕнеме пуçларĕ. Тепĕр кунне ятарласа пасара килнĕ Маринăн ашшĕпе амăшĕ хĕрĕ патне кĕчĕç. Амăшĕн кăна мар, ашшĕн чĕри те кăн-кăвак питлĕ хĕрне курсан питĕ ыратрĕ. Çав кунах вĕсем хĕрĕпе мăнукне каялла килне илсе килчĕç. Тепĕр кунне каçару ыйтма килнĕ кĕрỹшне алăк урлă та каçармарĕç. Ĕнине кĕтĕве хăвалама тухнă пăянамăшĕ ăна патакпа юна-юна хăваларĕ.

Ĕçе хăнăхса ỹснĕ Марина нумай вăхăт ĕçсĕр лармарĕ, çывăх тăванĕ ĕçлекен вырăнта çỹç касакан кирлĕ пулассине пĕлсен, Шупашкарта пĕр уйăх ятарлă курсра вĕренчĕ. Паллах, общежитинче вырăн пулманнипе аппăшĕпе йыснăшĕн хваттерĕнче пурăнчĕ. Кунта вăл чăн телей мĕнле пулнине ăнланчĕ. Йыснăшĕ ачисемпе юратса вылянине, арăмне мĕнле хисепленине курчĕ. Кашни ир Андрей арăмĕпе Маринăна тутлă кофе шăршипе вăратрĕ. Йĕрке хуралĕнче ĕçлекенскер, виçĕ кунта пĕрре ĕçе каять. Кану кунĕсенче яланах тутлă апат пĕçерме тăрăшать. Çапларах пăтăрмах та пулса иртрĕ пĕринче. Акă, ыран килне каймалла тенĕ чухне Марина аппăшĕ пурăнакан çурт умĕнче саккунлă майпа уйрăлса ĕлкереймен упăшкине тĕл пулчĕ. Хайхи Коля, арăмне кĕтсе ывăннăскер, ун патне пычĕ те алăран ярса тытрĕ. Вăл Маринăна хăйĕн машини енне сĕтĕрме тапратрĕ, ялне лартса каяссине каларĕ. Марина хирĕçленĕрен вăл ăна аллипе питĕнчен çутăлтарса ячĕ. Çак вăхăтра подъезд алăкĕнчен Андрей йыснăшĕ тухрĕ те вĕсем патне васкаса пычĕ. Вăл тỹрех пуçанăшне хырăмран çапрĕ. Лешĕ вара Маринăна вĕçертсе кĕсйинчен çĕçĕ туртса кăларчĕ те Андрей енне утрĕ. Маринăн йыснăшĕ, кĕрешỹ мелĕпе усă курса, урса кайнă арçынна асфальт çине çавăрса вырттарчĕ. Унтан Кольăн аллине çурăмĕ хыçне пăрса хучĕ те çапла каларĕ: «Маринăна тепре кỹрентерсен эпĕ сана хăвăрт шыраса тупатăп, вара эсĕ çак çутă тĕнчене килнĕшĕн пĕрре мар ỹкĕнĕн». Вăл йăраланса тăнă çĕре Маринăпа Андрей подъезд алăкĕнчен кĕрсе те кайрĕç.

Унтанпа вунă çул иртрĕ ĕнтĕ. Халĕ Марина тĕп хуламăрта илем салонĕ тытса тăрать. Ирхине тăххăртан пуçласа каçхине вуннăччен ĕçлет мал ĕмĕтлĕ хĕрарăм. Нумай çул каялла ашшĕ-амăшĕ пус çумне пус хушнă пекех, Марина халь пин тенкĕ çумне пин тенкĕ хушать. Малтан пĕр пỹлĕмлĕ хваттер илчĕ вăл, кайран вара хĕрĕ ỹссе çитнĕ çĕре икĕ пỹлĕмлине туянма палăртрĕ. Малтанлăха хĕрне çăмăл пултăр тесе Маринăн амăшĕ мăнукне хăйĕн патне хăварчĕ. Амăшĕ Марина пĕр-пĕр ырă арçынпа паллашасса кĕтсе кĕлĕсем вуларĕ, хĕрĕн ăраскалĕ çинчен нумай шухăшларĕ, Турă Амăшĕнчен ыйтрĕ.

Марина çав-çавах пĕчченех пурăнчĕ. Темшĕн пĕр арçын çине те пăхас килмерĕ унăн. Хăй ăнланмасăр тем кĕтрĕ вăл, чунĕ тем çуйханчĕ. Хулари кафене тăванĕсем Маринăн çуралнă кунне паллă тума пуçтарăннă. Сĕтел хушшинче ларакансем ăшă сăмахсем калаççĕ, Маринăн сывлăхĕшĕн черккесене пушатаççĕ. Залра васкамасăр ташламалли юрă кайсан, йыснăшĕ Маринăна ташлама чĕнчĕ.

— Паянхи кун аппуран та хитререх эсĕ. Мĕншĕн пĕччен эсĕ халĕ те? Кама юрататăн, кама кĕтсе пурăнатăн? — ыйтрĕ Андрей.

— Вуннăмĕш класранах пĕр арçыншăн вутпа çунать манăн чĕре, анчах та…, — вĕçлеймерĕ калас сăмахĕсене хĕрарăм.

Вăл сĕтел хушшинче ачисен ытамĕнче ларакан аппăшне асăрхарĕ те урăх сăмах чĕнмерĕ.

Ташă хыççăн кашни хăйĕн вырăнне йышăнчĕ.

Çак пулăм хыççăн Маринăн туйăмĕсем хуçине итлеме пăрахрĕç. Пуçри сасă ăна çапла каларĕ: «Пуçна ан çухат, Марина. Çук, юрамасть. Андрей вăл санăн йысну пулать, тăван аппун упăшки. Ман эсĕ ун çинчен».

Çук, лăплантармарĕ çакă вутпа çунакан туйăмсене. Вăйлатрĕ кăна.

Кану кунĕччĕ ун чухне. Марина çĕнĕ телевизор илсен ăна стена çине вырнаçтарма йыснăшне чĕнчĕ. Андрей залра телевизор вырнаçтарнă чухне Марина кухня сĕтелне тĕрлĕ çимĕçпе тултарчĕ, холодильникрен ятарласа илнĕ коньяка кăларчĕ. Акă часах йыснăшĕ ĕçе вĕçлерĕ те кухньăна килчĕ. Сĕтел хушшине вырнаçрĕç Андрейпе Марина. Пĕрремĕш черккене вĕсем телевизор лайăх ĕçлетĕр тесе ĕçрĕç, иккĕмĕшне вилнисене асăнса, виççĕмĕшĕ юратушăн пулчĕ. Андрей кайма вăхăт çитрĕ тесе ура çине тăрсан, Марина та çĕкленчĕ. Туять арçын мăшăрĕн йăмăкĕ хăйне кăмăлланине. Хитре, черчен, таса, сăпайлă хĕрарăм. Хăй те кăмăллать ăна таса юратупа. Хĕрарăм хăйне юратни çак туйăмсене тата та вăйлатать мар-ши ĕнтĕ? Анчах та шанчăклă, ăслă, хăйĕн мăшăрне чун-чĕререн юратакан тата хисеплекен арçын пуçне урăхла шухăш ниепле те кĕртме пултараймĕ. Урăхла пулсан хăйне те, мăшăрне те, çемйине те, çав вăхăтра хăйĕн умĕнче тăракан çак айăпсăр хĕрарăма та хисеплеменни, вĕсенчен кулни пулĕччĕ çакă. Пуçĕ эрехпе минренĕ пулсан та хăйне алла илчĕ арçын, унтан Маринăна ачашшăн çапла каларĕ:

— Марина, эпĕ каятăп, эпĕ санăн аппуна чун-чĕререн юрататăп. Туп эсĕ хăвна ырă çын, юрат ăна, унпа телейлĕ пул. Эпĕ вара сана хамăн йăмăк вырăнне хурса юрататăп, хисеплетĕп.

Йыснăшĕ Маринăна пит çăмартинчен чуптурĕ те хваттертен тухса кайрĕ. Хваттер алăкĕ хупăнсан Марина тенкел çине ларса ỹлесе макăрса ячĕ. «Юратăвăм, ан кай ниçта та, юл ман патĕнче», — тесе кăшкăрас килчĕ унăн пĕтĕм вăйран. Унтан хăйĕн шухăшĕсенчен хăй те хăраса кайрĕ: «Мĕн, йыснупа аппун телейлĕ пурнăçне çĕмĕрсе хăв телейлĕ пуласшăнччĕ-и эсĕ? Манса кайрăн-им ача чухне аппу сана тепĕр чухне шкултан килсен шоколад, канихвет панисене? Вĕсене аппуна юлташĕсем паратчĕç, вăл вара хăй çимесĕр сана илсе килсе паратчĕ. Акă, тепринче урамра сирĕн çине усал йытă тапăнчĕ те аппу сана хỹтĕлерĕ. Ун чухне сана йытă пĕр сиен те тăваймарĕ, мĕншĕн тесен аппу ăна хăйĕнпе хупăрласа сан патне пыртармарĕ. Унăн алли-ури çинче вара суран йĕрĕсем ĕмĕрлехех тăрса юлчĕç. Чарăн, тархасшăн чарăн. Питĕ намăс сана аппу умĕнче. Вăл сана ялан ырă сунать, йывăр вăхăтра пулăшать, савăнăçпа пĕрле савăнать, эсĕ вара?».

Çак пулăм хыççăн Марина улшăнчĕ. Пурнăç çине пачах урăхла куçпа пăхма хăнăхрĕ вăл, хăйне çапла хавхалантарчĕ: «Турă çырни ман тĕлте те пур пуль-ха». Пĕринче вара ăна шăпа Генăпа тĕл пултарчĕ. Унăн илем салонне çỹç кастарма килнĕччĕ арçын. Маринăна пĕрре курсах килĕштерчĕ клиент, çак хĕрарăмсăр пĕр самант пурăнма та йывăр пулнине тỹрех ăнланса илчĕ.

Кăштах вăхăт иртсен йыснăшĕ СВОна кайрĕ. «Пире пăрахса ан кай, тархасшăн», — тесе ỹкĕтлекен мăшăрне вăл çапла лăплантарчĕ: «Нумаях та вăхăт иртмĕ, таврăнăп. Украина нацисчĕсем Курск облаçне тапăнса кĕнине, вăрçă хирĕнче 20-25 çулхи çамрăксем çапăçнине, вилнине кунта лăпкăн пăхса-сăнаса тăраймăп. Вĕсем çĕршывăн мирлĕ пурнăçĕшĕн пуçĕсене шеллемеççĕ. Çак йывăр вăхăтра эпĕ вĕсен çурăмĕсем хыçĕнче пытанса пурăнаймастăп, çавăнпа та каятăп».

…Геннадий çывăракан арăмĕ çумĕнче çĕрĕпе куç хупмасăр ларчĕ. Урамра çутăлма пуçласан вăл чỹрече каррисене уçрĕ те арăмне чуптуса вăратрĕ. Хĕрарăм васкамасăр вырăн çинчен тăчĕ те упăшкине ыталаса илчĕ.

— Геннадий, эсĕ пĕрре те çывăрмарăн пулас. Эпĕ çĕрле темиçе те вăранса кайрăм. Куçа уçсан ялан эсĕ çумра ларнине куртăм. Эсĕ мана чăнах та хытă юрататăн пулĕ, — тесе арăмĕ упăшкине тутинчен чуптурĕ.

— Марина, эпĕ сана валли тỹпери çăлтăра татса пама, эсĕ ыйтсан кăкăрти чĕрене кăларса пама та хатĕр, — терĕ те арçын, юратнă арăмне çепĕççĕн ыталарĕ. Сивĕ куна пăхмасăр хула масарне нумай çын пуçтарăннă. Хĕрлĕ тупăк умĕнче Андрейăн çывăх çыннисем, тăванĕсем, юлташĕсем пухăннă. Вĕсем хушшинче Маринăпа Геннадий те тăраççĕ. Тупăка шăтăка антарнă чухне Маринăн куçĕсенчен куççулĕ юхрĕ те юхрĕ. Шатăр сивĕре пичĕ, çухависем çинче пăрланчĕ вăл.

Сулахай алăпа шăтăка хура тăпрана пăрахнă хыççăн хĕрарăмăн тутисем никам та илтмелле мар шăппăн çапла пăшăлтатрĕç: «Йысна, йывăр тăпру çăмăл пултăр. Манăн чĕрери юратушăн каçар мана. Эпир сана нихăçан та манмăпăр».

Сергей КИРИЛЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code