Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçсĕр тăрса юлас хăрушлăх çук

Ĕçсĕр тăрса юлас хăрушлăх çук

Тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕме пысăклатнă хыççăн ĕçсĕр тăрса юласран пăшăрханакан çын нумайланчĕ – çакна пытараймăн.

Утмăл çула çывхаракан çыншăн производствăра ĕçлесси, яра куна ура çинче ирттересси, паллах, çăмăл мар. Апла пулин те йывăр ĕçре тăрăшакансен пурнăçне çăмăллатмалли майсем те сахал мар хальхи вăхăтра. Сăмахран, урăх профессие алла илме, çĕнĕ ĕç вырăнĕ тупма пулать. Республикăра «Демографи» наци проекчĕн «Аслă ăру» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн пенси умĕнхи ÿсĕмри çынсене професси пĕлĕвĕ илме е хушма професси вĕрентĕвĕн курсне пĕтерме майсем туса пани те курăмлă пулăшу.

Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалтан тытăнса социаллă пулăшăвăн çак мерипе пенси умĕнхи ÿсĕмрисем анчах мар, 50 çултан иртнисем пурте усă курма пултараççĕ. 2024 çул вĕçленнĕ тĕле проект 3500 çынна вĕрентме майсем туса памалла. Çак тĕллевпе 6 çулта 189 миллион тенке яхăн укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă.

2019 çултанпа республикăра 20 вĕрентÿ организацийĕпе проекта пурнăçлама килĕшÿ çирĕплетнĕ, 80 ытла профессирен тăракан вĕрентÿ программисене туса хатĕрленĕ. 50 çултан иртнĕ граждансем халĕ хăйсем пурăнакан вырăнти ĕçпе тивĕçтерекен службăсем урлă вĕренме кайма пултараççĕ. Республикăри ĕçлев центрĕн уйрăмĕсен специалисчĕсем кашни çынпа уйрăммăн калаçаççĕ, тивĕçтерекен вĕрентÿ программисене сĕнеççĕ.

Ĕçлекенсем те, çавăн пекех ĕçсĕррисем те çĕнĕ хушма професси илме пултараççĕ. Ĕçсĕр граждансене вĕреннĕ вăхăтра стипенди тÿлеççĕ. Вăл Раççей Федерацийĕнче çак çул валли çирĕплетнĕ ĕç укçин чи пĕчĕк виçипе танлашать. Кăçалхи стипенди –12130 тенкĕ. Унсăр пуçне, вĕрентÿ организацийĕ республика тулашĕнче вырнаçнă пулсан çул укçин тăкакĕсене, вĕреннĕ вăхăтра пурăнма тара илнĕ хваттер хакне те саплаштараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code