Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăхăрвун пилĕк çулта

Тăхăрвун пилĕк çулта

Тăхăрвунă çултан иртнĕ ватăсене чысласси районта йăлана кĕнĕ.

Çак кунсенче Аслă Елчĕкри Антонина Михайловна Капсулова тăхăрвун пилĕк çул тултарнă. Ăна çак сумлă юбилей ячĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев тата специалистсем саламланă, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвĕпе паллаштарнă.

Антонина Михайловна тăван хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Мăшăрĕпе 8 ача пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Хальхи вăхăтра тыл ĕçченĕ Василий ывăлĕн çемйипе пурăнать, 19 мăнукĕпе тата 27 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code