Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Атте таврăнаймарĕ…

Атте таврăнаймарĕ…

– Анне ăшшине кураймарăм, атте çирĕплĕхне туяймарăм. Кукка пăхса ÿстерчĕ мана, – аса илет иртнине Вера аппа куççуль витĕр.

Вера Федоровна Ефимова 1932 çулхи октябрĕн 9-мĕшĕнче Лаш Таяпа ялĕнче кун çути курнă. Пурнăçри чи çывăх çынни – амăшĕ йывăр чире пула 1938 çулта пурнăçран уйрăлать.

– Анне вилнĕ хыççăн эпир тăватă хĕр – Марье, Лидия, Саня тата эпĕ – тăлăха тăрса юлтăмăр. Эпĕ ун чухне 6 çултаччĕ, – сăмахĕсене малалла тăсать хĕрарăм. – 1939 çулта Лаш Таяпари шкула 1-мĕш класа кайрăм. Питĕ лайăх ĕлкĕрсе пыраттăмччĕ, ÿссен вĕреннĕ çын пулма ĕмĕтленеттĕмччĕ. Анчах та вăрçă пĕтĕм ĕмĕте хупласа хучĕ.

1941 çулхи июль уйăхĕнче ашшĕне – Федор Ивановича вăрçа илсе кайнă.

– Аттене вăрçа ăсатнă чухне эпĕ 9 çул та тултарманччĕ. Питĕ хитре те ăшă çу кунĕнче вăл пире – мĕн пур хĕрне хыттăн çупăрласа уйрăлчĕ. Урăх курма тÿр килмерĕ çывăх çыннăмăра. Çырусем çыратчĕ вăрçăран, аслă аппа пире вуласа паратчĕ: «Хура чĕкеç чĕппи пек чĕппĕмсем, мĕнле пурăнатăр-ши эсир унта; Эпир кунта вутпа çулăм айĕнче…». Беларуçе ирĕке кăларас тĕллевпе иртнĕ çапăçусене хутшăнни пирки хыпарланăччĕ пĕр çырăвĕнче. Тăшмана çĕнтерсе атте киле таврăнасса куç пек кĕтеттĕмĕрччĕ. Пĕринче пире почтальон «хура хут» килсе пачĕ. Унта Федор Лявин 1943 çулта хыпарсăр çухални пирки пĕлтернĕччĕ. Çапах та аттене кĕтме пăрахмарăмăр, çырăвне тĕрĕс мар çырнă пек туйăнатчĕ.

Амăшĕсĕр çеç мар, ашшĕсĕр те тăрса юлнă ачасене кукамăшĕ хăйĕн хÿттине илет. Анчах та вăл та çак çулах пурнăçран уйрăлать. Тÿсме йывăр хуйхăра ачасем килĕнчех пурăнма юлаççĕ, Саня йăмăкне анчах амăшĕпе пĕр тăван Кристина аппăшĕ хăй патне илсе каять.

– Лайăх кÿршĕ аякри тăванран та хаклă тата çывăхрах пулнине хамăрăн куçпа курса ĕнентĕмĕр. Пире, тăлăхсене, кÿршĕсем каçсерен хăйсем патне илсе каçатчĕç, çитеретчĕç, хăйсен ачисене пăхнă пек пăхатчĕç. Вĕсем тĕне кĕмен чăвашсемччĕ. Нушине те, хура-шурне те сахал мар курнă, çапах та çынлăхпа ăшпиллĕхне çухатман. Çывăх тăван – Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакан Варькка аппа пулăшатчĕ ялан: пирĕн патăмăра килмессерен çăкăр, çăнăх илсе килетчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче çимелли те нимех те пулман. Колхоз уйĕнчен çĕрĕк çĕр улми пуçтарса килеттĕмĕр те сарса хурса типĕтеттĕмĕр, кайран ăна мăян тата ытти курăк вăррипе хутăштараттăмăр. Колхоз ĕçне те хутшăннă. Уйра çум çумланă, тырă вырса пĕтерсен пучах пуçтарнă. Пĕр пучах хăварми аркă çине пуçтараттăмăр та пушатса пыраттăмăр. Тырă акнă вăхăтра лаша тавра чупса çÿресе ăна кÿлме хăнăхрăм. Каярах аслисем жнейкăпа тырă вырнă чух юлнă пучахсене кĕреплепе пуçтарса пынă. Хĕллехи кунсенче вутă пулманран вăрмана ăна хатĕрлеме каяттăмăр, унта эрни-эрнипе те пурăннă. Пĕринче мана начар лаша лекрĕ. Вăйсăрскерне çынсем пулăшнипе аран-аран каялла çавăрса çитертĕм. Лашасем сахалланса юлнăран вăкăрсене те кÿлме вĕрентнĕ. Вĕсемпе ĕçлесси чĕр нушаччĕ. Пур ĕçе те алă вĕççĕн пурнăçланă. Шартлама сивĕсенче урасем, алăсем шăнса кÿтнине туйми пулсан та ĕçленĕ. Каçсерен çыхнă чăлха-алсиша йăлтах фронта ăсатнă.

– 1945 çул. Май уйăхĕн 9-мĕшĕ. Мĕнлерех туйăмпа юлнă вăл сирĕн асăрта? – ыйтатăп тыл ĕçченĕнчен.

– Тÿперен сап-сарă хĕвел шăрантарса пăхать. Урамра нумай çын пуçтарăннă. Çĕнтерÿ! Çĕнтерÿ! Вăрçă пĕтнĕ! Пурте савăнаççĕ. Алă çупаççĕ. Эпĕ те савăнатăп. Унпа пĕрле хурлăх пусать – атте таврăнаймарĕ вăрçă хирĕнчен. Çакăн пирки шухăшласа пÿрт умĕнчи курăк çине выртса йăваланса йĕтĕм. Чи çывăх çынсене илсе кайрĕç-çке çак ылханлă вăрçă çулĕсем.

Хĕр ачана вăрçă хыççăн куккăшĕ – Иван Дмитриевич Мижеров хăйĕн хÿттине илнĕ. Ун пирки ватă çын çапла каласа кăтартать: «Вăрçăччен шкулта ĕçленĕскер таврăнсан та вĕрентÿ тытăмĕнче тăрăшрĕ. Вăл вăрçăра чухне арăмĕ вилнĕ. Вара кăштах вăхăт иртсен арçын кĕçĕн класс учительниципе Агафия Васильевнăпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Вĕсем икĕшĕ те шкулта 30 çул ытла тăрăшнă, çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ тата тивĕçлĕ воспитани парас тесе ырми-канми ĕçленĕ. Мăшăр 3 ача çуратса ÿстернĕ: Толя, Рая тата Надя. 8-мĕш класра чухне эпĕ вĕренме пăрахсах вĕсен 3 ачине пăхрăм. Кунĕпе шкултаччĕ аслисем, выльăх-чĕрлĕх, вĕлле хурчĕ йышлă тытнăран киле таврăнсан та час пушанаймастчĕç. Куккапа пĕрле эпĕ те пасара пыл сутма çÿреттĕмччĕ.

Вăрçă пирки час-час каласа паратчĕ кукка. Унăн ятне «Астăвăм» кĕнекене те кĕртнĕ. Сталинградшăн çапăçнă чухне аманнă вăл. Сипленсен каллех строя тăнă. Курск пĕккинчи çапăçусене, Украинăна, Литвана ирĕке кăларма хутшăннă. Вăрçăра вăл 2 хутчен аманнă. Кайран та ăна суранĕсем аптратсах тăратчĕç».

Ĕçчен те пăрчăкан пек çивĕч хĕре хирĕçре пурăнакан каччă куç хывнă. Петр Ефимов пикене çитĕнсе пĕве кĕрсен, 1956 çулта, качча илнĕ. Лаш Таяпара çăкăр пĕçерекен пекарня уçăлсан Вера аппа унта ĕçлеме вырнаçнă. Алă вĕççĕн чуста çăрса çăкăр пĕçересси пĕрре те ансат пулман. 3 сменăпа ĕçленĕ кунта. Мăшăрĕ 25 çул унтах заведующи пулса тăрăшнă. Пекарня хупăнсан хĕрарăм ял советĕнче тирпейлÿçĕре вăй хунă. Ефимовсем 3 ывăлпа 3 хĕр çуратса ура çине тăратнă, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче вырăн тупнă, хăйсен йăвисене çавăрса çемйисемпе килĕшÿре пурăнаççĕ. Тĕрлĕ профессипе вăй хураççĕ вĕсем: вĕрентекен, экономист, строитель, механик…

Вера Федоровна Олегăн çемйипе пурăнать. Хăйĕн пек вăр-вар та правур кинĕпе пĕр чĕлхере вĕсем.

– Халĕ пурнăç начар мар. Çуртсенче ăшă. Пенси укçине те киле килсех параççĕ. РФ Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн пире – тыл ĕçченĕсене çак кунсенче 50 пин тенкĕлĕх тÿлевпе савăнтарчĕç, – тет кинеми.

Вăрçă вăхăтĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулĕсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе – 75 çул» юбилей медалĕпе чыслани те хавхалантарать ăна.

Вера аппана 11 мăнукĕ тата 16 кĕçĕн мăнукĕ савăнăç кÿреççĕ. Ачисем ваттине хисеплеççĕ, вăл пуртанах тăван кил-çурт илемлĕ те хăтлă пулнине хыпарлаççĕ. 9 теçетке çула çывхарать пулсан та вашават, ăш пиллĕ, тарават кинеми.

Л.ЕНЕДЕРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Валентина Князева Вера Ефимовăна юбилей медалĕпе чысланă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code