Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрçă витĕр тухнă хĕр

Вăрçă витĕр тухнă хĕр

1941-мĕш çул. Çулла. Сенкер пĕлĕтсем айĕнче ешĕл вăрмансем хумханмасăр ларнă. Ылтăн тырăллă хирсем чуна тыткăнланă. Утă капанĕсемлĕ улăх-çарансем канлĕн сывланă. Ялсемпе хуласенче кунĕпех ĕçлесе ывăннă ĕçченсем, выляса ĕшеннĕ ачасем тутлăн çывăрнă. Çĕр хăй те тÿлеккĕн каннă. Хĕвел тухăçĕнчен çĕре ыйхăран вăратса шурă шурăмпуç хăпарнă. Вăл шăппăн-шăппăн сарăлнăçемĕн сарăлса пынă. Акă, вĕçен кайăксем те юрă шăрантарма пуçланă.

…Анчах сасартăк чикĕ леш енче мăн тупăсем кĕрлеме пуçланă, тÿпере самолетсем хулăн сасăпа уланă. Вăрçă пуçланнă…

Тăван çĕршыва хÿтĕлеме мĕн пур халăх кар! тăнă. «Пурте – фронтшăн! Пурте – çĕнтерÿшĕн!» Çапла пулнă ун чухнехи лозунг. Вăрçă хирĕнче çĕр çуннă, чул шартлатса çурăлнă. Тимĕр ирĕлсе шăраннă. Мĕнле чăтнă-ши этем; Халăх куççулĕпе тарĕ пайтах юхнă. Пин-пин пурнăç вăхăтсăр татăлнă.

Курнавăш ялĕнчен вăрçа 265 вăй питти çын тухса кайнă, вĕсенчен 113-шĕ вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă.

Тăшманпа çапăçнисен йышĕнче Якимовсен çемйи те пур – упăшкипе арăмĕ иккĕшĕ те фронтра пулнă. Вăрçăн тусанлă тата юнлă çулĕпе утса тухса тăван тăрăха ырă-сывă таврăннă вĕсем.

Зоя аппана ялта «Зоя партизанка» тесе чĕнетчĕç… Зоя Ермиловна Светопольская Курнавăш ялĕнче 1921 çулта çуралса ÿснĕ. Шкулта çичĕ çул вĕренсен ялти фельдшер пунктĕнче санитарка пулса ĕçленĕ.

Хаяр вăрçă пуçлансанах тин çеç мăшăрланнă Иван тетĕшне вăрçа илсе каяççĕ, анчах та кăштах вăхăт иртсенех – 1941 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕнче вăл хыпарсăр çухални çинчен пĕлтерекен хута илет çемье. Мăшăрĕ, Нина Павловна, ача амăшĕ пулса ĕлкĕреймесĕрех тăлăха юлать, салтак арăмĕ ĕмĕрне пĕчченех пурăнса ирттерет.

Çапла вара хĕрĕн пуçĕнче тăшмана тавăрас шухăш çуралать. Зоя пĕр тăхтаса тăмасăрах вăрçа кайма хут çырать. Çирĕп тĕрĕсленÿ витĕр тухсан фронта кайма юрăхлă пулнă маттур та хастар хĕре ял халăхĕ салтак юрри юрласа, тутăр вĕçтерсе ăсатать. Курнавăш пики вăрçă çулĕпе утса 3-мĕш Украина фрончĕн йышĕнче 119-мĕш батальонра тăшмана хирĕç вирлĕн çапăçать. Каярах вăрçăн йывăр çулĕсем ăна Ленинград фронтне илсе çитереççĕ, кунта вăл санитарка-регулировщица пулса тăрăшать.

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ çывхарас умĕн куç чирĕпе чирлесе Ленинградра госпитальте сипленет Зоя, кайран яла таврăнать.

Шăллĕ те – Алексей Ермилович /1923 çулта çуралнă/ вăрçă хирĕнчен паттăр салтак пулса таврăнать. Зойăн мăшăрĕ, Георгий Васильевич Якимов, 1940 çулхи сентябрĕн 6-мĕшĕнче çар ретне тăнă. Вăрçă вĕçленичченех мотострелоксен 11-мĕш бригадинче сапер, пулеметчик, минометчик пулнă. Саперăн паттăрла ĕçĕсем курăмлă. Вăл кĕске вăхăтрах нимĕçсем лартнă минăна сиенсĕрлетсе хамрăн салтаксемшĕн питĕ кирлĕ кĕпере упраса хăварма пултарнă. Мухтав орденĕ, «Хăюлăхшăн» медаль унăн пысăк паттăрлăхне çирĕплетни. Тăван яла вăл 1946 çулта таврăннă.

Вăрçăран килсен хĕрпе каччă çемье çавăрнă, тăватă ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă ывăл-хĕрĕ хальхи вăхăтра тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ.

Çемье пуçĕ МТСри тракторпа мĕн пенсие тухиччен тĕрлĕ хуçалăхра тăрăшнă, пархатарлă ĕçĕшĕн чылай наградăна тивĕçнĕ. Зоя Ермиловна тăван хуçалăхра уй-хир, пахча çимĕç бригадисенче вăй хунă. Вăрçăри тата мирлĕ пурнăçри хастар ĕçĕшĕн тивнĕ наградисем чылай унăн. Тĕл пулусен вăхăтĕнче яланах «Лена партизанка», «Катюша» юрăсене шăрантаратчĕ уçă саслă хĕрарăм.

– Пĕрре çапла çĕрле шурлăхлă вырăнта ларса ура шыçса кайрĕ. Атта хываймастăп, ăна салтаксем çĕçĕпе касса кăларчĕç… Аманнисен суранĕсене хам çинчи тума çурса çыхса яни пĕрре анчах мар пулнă,– çапларах аса илетчĕ хĕрарăм вăрçă пирки куççуль витĕр.

Салтаксем çакăн пек паттăр пулнăран, тыл фронта ырми-канми ĕçлесе пулăшнăран эпир ылханлă фашиста çĕнтерме пултарнă.

Р.ГОРШКОВА,
Курнавăшри хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи.

Сăн ÿкерчĕкре: Зоя Якимова ялти ветерансен хушшинче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code