Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăрсем манăçмаççĕ

Паттăрсем манăçмаççĕ

Çак кун Совет Союзĕн, Раççей Федерацийĕн Геройĕсене, Мухтав, Çĕнтерỹллĕ Таса Георги тата ытти орденсен кавалерĕсене чыслаççĕ.

Уява Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2007 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнче Хушу кăларса çирĕплетнĕ.

Шăпах çывăх кунсенче мухтавлă ентешĕмĕрсен паттăрлăхне аса илмелли витĕмлĕ сăлтав. Пирĕн тăрăхран виçĕ Совет Союзĕн Геройĕ (С.А.Андреев, А.Ф.Беляев, Н.П.Иванов) тата Раççей Федерацийĕн Геройĕ (Н.А.Петров) тухнă. Малтанхи 2-шĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрла вилĕмпе пуçĕсене хунă, 3-мĕшĕ йывăр сурансене пула 1959 çулта çĕре кĕнĕ. Н.А.Петрова пысăк наградăна ятарлă çар операцийĕнче паттăрлăх кăтартнăшăн 2023 çулта, вилнĕ хыççăн, панă.

80 çул каялла Çĕнтерỹпе вĕçленнĕ вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенченех Елчĕк халăхĕ Тăван çĕршыва хỹтĕлеме кар тăнă, районтан 8 пине яхăн вăй питти çын вăрçа тухса кайнă, вĕсенчен çурри каялла таврăнайман. Шел пулин те, мирлĕ вăхăтра та тĕрлĕ çулсенчи хирĕç тăрусене хутшăнса пурнăçран уйрăлнă ентешсем сахал мар. Афганистан Республикинче, Çурçĕр Кавказра, Украинăри ятарлă çар операцийĕнче çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне упраса хăварассишĕн пуçĕсене хунă паттăрсен умĕнче эпир пуçăмăрсене таятпăр. Вĕсем пирĕншĕн кирек мĕнле йывăрлăха та парăнтарма пултаракан хăюлăхпа тỹсĕмлĕхĕн ырă тĕслĕхĕ тата çỹллĕ шайри кăмăл-сипечĕн пархатарлă сăнарĕ пулса тăраççĕ.

Округра — 9 Социализмла Ĕç Геройĕ. Вĕсенчен пĕри, Н.И.Панкратов, паян та пирĕн хушăра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code