Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕлĕхсемпе паллашатпăр

Çĕнĕлĕхсемпе паллашатпăр

Раççейри пенсионерсен союзĕн районти уйрăмĕн черетлĕ ларăвĕнче пурнăçа кĕрекен çĕнĕлĕхсемпе паллашасси тĕп вырăнта пулчĕ.

Лару ĕçне йĕркелесе ертсе пынă пенсионерсен союзĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Л.Горшкова тĕл пулăва уйрăмах пурне те кирлĕ, кăсăклантаракан ыйтусем çине тĕрĕс хуравсем пама пултаракан тĕрлĕ шайри ертÿçĕсене те йыхрав тума манмарĕ. Нумай функциллĕ центр директорĕ Л.Викторова хальхи вăхăтра халăха тивĕçтерекен тĕрлĕрен пулăшу ĕçĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. Чылайăшне çурт-йĕре регистрацилес йĕрке кăсăклантарчĕ. Эпир çак ыйтусем çине тĕплĕ те тулли хуравсем илме пултартăмăр.

Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ертÿçи З. Яковлева тата социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ И.Аникина та – пирĕн яланхи кĕтнĕ çынсем. Вĕсен ĕçĕнче те çĕнĕлĕхсем нумай. Сăмах май, районти социаллă хÿтлĕх пайĕ хальхи вăхăтра çĕршыв шайĕнче çĕкленĕ ыйту – сахал тупăшлă çемьесене пулăшас тĕллевпе йĕркелекен программăсене хутшăнасси çинчен чарăнса тăчĕ. Çапла майпа çавăн пек çемьесенче пурăнакансене тĕрлĕрен професси илме пулăшма, хăйсен ĕçне йĕркелесе ярас ĕçе хутшăнма палăртаççĕ.

О.ГРИГОРЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code