Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Лайăх хатĕрленнĕ

Лайăх хатĕрленнĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.

Районта шăматкун пулса иртнĕ ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявĕ пирки ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов чарăнса тăчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ те ăна тивĕçлĕ шайра йĕркелеме пултарнипе кăмăллă. Вăл ял хуçалăх таварĕсемпе суту-илỹ тăвакан ярмăрккă тĕрлĕ продуктсемпе пуян пулнине, культурăпа кану центрĕн фойинче йĕркеленĕ курава та пурин кăмăлне килĕшмелле йĕркеленине палăртса каларĕ. Уява çỹллĕ шайра ирттерме пултарнăшăн Николай Петрович ял тăрăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсен тата ытти шайри ертỹçĕсене тав турĕ.

Халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Е.Н.Михайлова кăçалхи 9 уйăхра туса ирттернĕ ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ чỹк уйăхĕн 17-мĕшĕнче ирттерме палăртакан Елчĕк районĕн юбилейне тивĕçлĕ шайра кĕтсе илме хатĕрленесси пирки те тĕплĕ калаçу пуçарчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code